Моргаушский муниципальный округ

Çемье – Çĕршыв тĕрекĕ

Çемье – Çĕршыв тĕрекĕ

 Раççейре 8-мĕш июле, «Çемье кунĕ», - тесе йышăннă. Çирĕп çемье - «тĕреклĕ çĕршыв».

Москакасси ял тăрăхĕнче алла-аллăн тытăнса 50, 60 çул хушши «пĕр çăвартан» пурăнакан çемьесем чылай. Пĕр-пĕрне хисеплесен, упрасан, ăнланса пурăнсан çеç чылай çул хушши çемьене упрама пулать.

Православи тĕнĕнче ĕнерхи куна таса пурнăçлă Петрпа Феврони святойсен кунĕ тесе йышăннă. Асăннă святойсем турă умĕнче çемьесемшĕн хута кĕрекенсем, кĕлтăвакансем шутланаççĕ.

Çемье уявне паллă тума Москакасси культура Çуртне 4 мăшăра чĕнтĕмĕр. Вĕсем «ылтăн туй» паллă тунă Сĕлементи Кошкинсем - Николай Дмитриевичпа Нина Васильевна, Сидуккассинчи Волковсем – Гурий Александровичпа Раиса Федоровна, Мăрсакри Потряковсем - Николай Витальевичпа Мила Викторовна. Бриллиант туя тивĕçнĕ Сидуккасинчи Максимовсем – Асколон Авериановичпа Зоя Петровна пирĕн йыхравра йышăнса тĕл пулăва килнишĕн  питĕ савăнтăмăр.

Малтанах пухăннисем сенкер экран çинчен «Çемье, юрату тата килĕшÿ» кунĕ ячĕпе саламланă видеоролика пăхса савăнчĕç.

Уява «Шуçăм» халăх юрăпа ташă ушкăнĕн ташăçисем çĕнĕ илемлĕ чăваш ташшипе уçрĕç. Ташăсен ертÿçисем Ирина тата Мария Петровасем тĕлĕнмелле илемлĕ ташă хатĕрленĕ.

Малалла кунта пуçтарăннă мăшăрсене çамрăклăха аса илме, культура ĕçченĕсем туй юррипе саламларĕç. «Çĕнĕ» мăшăрсем Мендельсон кĕввипе пĕрин хыççăн тепри сцена çине майĕпен улăхрĕç.

 Ертсе пыракан В.Макарова мăшăрсене районти ЗАГС пайĕнчен килсе çитнĕ Е.Л.Иванована сăмах пачĕ. Е.Л.Иванова малтанах район адмирнистрацийĕ ячĕпе телейлĕ мăшăрсене «Çемье, юрату тата килĕшÿ» кунĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕ, малашне те пурнăç çулĕпе çирĕппĕн утса, килĕштерсе пурăнма ырлăхпа телей тата сывлăх сунчĕ. Ятарласа хатĕрленĕ Çырăнтару кĕнеки çине кашни мăшăра тепĕр хутччен хăйсен юратăвне алă пусса çирĕплетме чĕнчĕ. Ку мăшăрсемшĕн çав тери хумхануллă самант пулчĕ. Чĕртрекен аллисемпе куççулĕ витĕр алă пусса çирĕплетрĕç 50 тата 60 çул каялла пулса иртнĕ вăхăта аса илсе. Мăшăрланнă ятпа Е.Иванова кашни çемьене район администрацийĕ ячĕпе тав çырăвĕсем парса тухрĕ, чечек çыххисемпе парнесем тыттарчĕ телейлĕ мăшăрсене.

«Ăшă кăмăлтан» уяв программине В.Макарова тĕлĕнмелле ăста ертсе пычĕ. Кашни çемьен историйĕпе паллаштарчĕ, хăйсемпе те калаçу туса ирттерчĕ, юрăсем те юрлаттарчĕ.

Уяв программинчи юрă – ташăсен пуххи юбилярсен кăмăлне тивĕçтерни курăнчĕ.

 Культура Çурчĕн тата Москакасси ял тăрăхĕнчи Хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи Г.Голубева мăшăрсене юрă саламĕсĕр пуçне хаклă парнесемпе тивĕçтерчĕ, «Шуçăм» хĕрĕсем хатĕрленĕ чечек çыххисене тыттарчĕ. Москакасси ял тăрăхĕн ертÿçи Д.В.Кириллов ячĕпе  тав çырăвĕсем парса хавхалантарчĕ.

 Сумлă юбилярсен ĕç стажĕ 40 çултан кая мар. Вĕсем пурте çĕршывăмăршăн чуна парса ĕçленĕ çынсем.

Хаклă юбилярсем, эсир пирĕншĕн тĕслĕх пулса тăратăр. Сывлăхлă та телейлĕ пулăр.

Чыс та мухтав сире хисепе тивĕçнĕ мăшăрсем, ĕç ветеранĕсем!



12 июля 2021
08:38
Поделиться
;