Моргаушский муниципальный округ

Ылтăн туй кĕрекинче

Ылтăн туй кĕрекинче

  Кăçалхи çул Москакасси ял тăрăхĕнче пурăнакан виççĕмĕш çемье, хăйĕн ылтăн туйне сумлă кĕреке хушшинче, «Илем» кафере ачисемпе, ял-йышпа, пускилсемпе, тус-юлташĕсемпе тата чĕннĕ хăнасемпе чаплăн туса ирттерчĕ. Ĕçчен те пултаруллă Николай Витальевичпа Милия Викторовна Потряковсем Мăрсак ялĕнче туслăн килĕштерсе, шăкăл-шăкăл калаçса, кунне-çĕрне пĕлмесĕр картиш тулли выльăх-чĕрлĕх пăхса пурăнаççĕ. Çав хушăрах ачисен юратнă мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсене те ура çине тăма пулăшса тăраççĕ. Вĕсем вара пурĕ 11 мăнук тата 5 кĕçĕн мăнук.  Вăр-вар кил хуçи хĕрарăмĕ Милия Викторовна кил-çуртра, картишĕнче ĕçсене тĕплĕн туса пырать. Мăшăрĕ те унпа пĕрле яланах.

Çак кун Милияпа Николай Мăн Сĕнтĕр чиркĕвĕнче хăйсен юратăвне тепĕр хутччен çирĕплетме венчет тăчĕç. Ĕлĕкхи чăваш йăлипе кафере Милия Викторовна чăваш туй арăмĕн çипуçне те тăхăнчĕ. Хăнасем вĕсене туй юррине юрласа чăваш ташшине ташлама чĕнчĕç. Çамрăк чухнехи пек ташларĕ телейлĕ мăшăр.

Ылтăн туй программине Ирина Кораблева ăста ертсе пычĕ. Кĕрекере ларакансене лăпкăн ларма ирĕк памарĕ, вĕсемпе темĕн тĕрлĕ вăйăсем те туса ирттерчĕ, юрăсем юрласа саламларĕ.

Ылтăн туй ячĕпе Потряковсен çемьине пĕрин хыççăн тепри ăшă сăмахсемпе саламласа, чечек çыхисемпе парнесем парса чысларĕç. Тата нумай çул пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнма телей те вăрăм кун-çул сунчĕç.

Çавăн пекех Шашкар тăрăхĕнчен саламлама килсе çитнĕ Петр Андреев баянист хăнасене хăйĕншăранса тухакан илемлĕ сассипе тыткăнламаллипех тыткăнларĕ. Баян çинче пÿрнисем вылянса кăна тăчĕç. Юрă хыççăн юрă шăрантарчĕ хуткупăсçă. «Чăн-чăн халăх артисчĕ!», - терĕç хыттăн кăшкăрса, тăвăллăн алă çупса пултаруллă артиста.

Эпир те, культура ĕçченĕсем айккинче тăрса юлмарăмăр, çак телейлĕ мăшăра саламласа илемлĕ юрăсем парнелерĕмĕр.

Малашне те такăр çулпа утмалла пултăр сире хисеплĕ Милия Викторовна тата Николай Витальевич. Сирĕн çемьере яланах юратупа килĕшÿ кăна хуçалантăр!

 



28 июня 2021
14:22
Поделиться
;