Моргаушский муниципальный округ

Асăну кунне туса ирттертĕмĕр

Асăну кунне туса ирттертĕмĕр

  Кăçал пирĕн тăван Çĕршыва фашистла Германи сĕмсĕррĕн тапăнса кĕнĕренпе 80 çул çитрĕ. Çак хаяр вăрçăра пирĕн 27 миллион совет салтакĕ паттăрăн çапăçса пуçĕсене хунă. Пирĕн Москакасси ял тăрăхĕнчен пурĕ 374 салтак пуçĕсене хунă. Паянхи кун Çĕршывăн пур кĕтесĕнче те çак паттăрсене асăнса Асăну кунне туса ирттереççĕ.

Москакасси ялĕнче вырнаçнă палăк умне шкул çумĕнчи лагерьте канакан ачасем, вожатăйсем, класс ертÿçи тата культура ĕçченĕсем 10 сехетре пуçтарăнчĕç. 80 çулхи Асăну кунне асăнса культура ĕçченĕсем çăкăр чĕллисем касса поднос çинче 80 çырчĕç, çуртасем лартса тухрĕç. Ачасемпе вĕрентекенсем чăрăш лăссисене чечексемпе илемлетсе асăну кăшăлĕ хатĕрлесе килнĕ. Н.Миронова класс ертÿçи, малтанах вĕсене палăк патне пыриччен, хаяр тăшман пирĕн Çĕршыва 1941-мĕш çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче хаяррăн тапăнса килни çинчен каласа ăнлантарчĕ. Ун хыççăн ачасем хитрен утса палăк патнелле утрĕç. Вĕсем палăк умне аçăну çуртипе кăшăла тирпейлĕн хурса пĕр минутлăх шăп тăчĕç. Ун хыççăн вĕсене Вера Макарова вăрçăн хăрушă кунĕсем пирки каласа пачĕ, «Пире вăрçă кирлĕ мар» сăвва вуласа пачĕ. Ачасем питех те тимлĕн итлерĕç ăна. Ун хыççăн ачасемпе культура ĕçченĕсем библиотекăналла çул тытрĕç. Кунта вĕсене Л.Ванюшкина ăшшăн кĕтсе илчĕ. Вăл ачасене вăрçă çинчен çырнă кĕнекесемпе тата çĕнĕ кĕнекесен пуххипе кĕскен паллаштарчĕ. Ачасем вулавăш залĕнче çак кĕнекесене пăхса тухрĕç.

Культура Çурчĕн ертÿçи Г.Голубева та хаяр вăрçă вăхăтĕнче ачасем мĕнле нушаллă пурнăçпа нушаланса мĕнпе тăранса пурăнни çинчен кĕскен каласа ăнлантарчĕ. Юлашкинчен ачасене çак асăну кунне хутшăннăшăн пысăк тав сăмахĕ каларĕ, пурнăçран вăхăтсăр уйăрăлса кайнă асаттесемпе аслă асаттесене асăнма тутлă çимĕçсемпе сăйларĕ. Ачасем пысăк тав сăмахĕ каласа уйăрăлчĕç культура ĕçченĕсемпе.

Асăну кунĕнче тĕл пулни ачасемшĕн нумайлăха асра юлĕ.

 



22 июня 2021
13:30
Поделиться
;