Моргаушский муниципальный округ

Поздравление Главы района – Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и первого заместителя главы администрации района А.Н. Матросова с Днем России

Поздравление Главы района – Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и первого заместителя главы администрации района А.Н. Матросова с Днем России

Муркаш районĕн хисеплĕ çыннисем!

Сире пурне те Раççей кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлатпăр. 1990 çулхи июнĕн 12-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн патшалăх суверенитечĕ çинчен калакан декларацине йышăннăранпа 31 çул çитрĕ. РФ Президенчĕн 1994 çулхи Указĕпе килĕшÿллĕн çак куна патшалăх кунĕ тесе паллă тăватпăр.

Çак хушăра пирĕн пурнăç тĕпренех çĕнелсе улшăнчĕ. Йывăрлăхсем те сахал мар пулчĕç. Пурте пĕр тĕллевлĕн  ĕçленипе вĕсене çĕнтерсе, умма лартнă задачăсене пĕрин хыççăн теприне пурнăçласа пыратпăр. Пирĕн халăх чунĕпе çирĕппине, палăртнă тĕллевсене пурнăçлама пĕлнине истори страницисем те çирĕплетсе параççĕ. Эпир  аслă ăру çыннисенчен тĕслĕх илсе, тăван район вăйлăрах та çирĕпрех пултăр тесе   хамăртан килнине йăлтах тăватпăр.

Малалла та пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнасчĕ, тăван район аталанăвĕшĕн çине тăрса ĕçлесчĕ.

Сире пурне те çирĕп сывлăх, телейлĕ вăрăм кунçул, ĕçре ăнăçу  сунатпăр.

 

Район пуçлăхĕ – депутатсен районти

 Пухăвĕн председателĕ                                                  И.В. Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн

 пĕрремĕш çумĕ                                                                А.Н. Матросов.



11 июня 2021
17:38
Поделиться
;