Моргаушский муниципальный округ

Поздравление Главы района – Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и первого заместителя главы администрации района А.Н. Матросова с Днем социального работника

Поздравление Главы района – Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и первого заместителя главы администрации района А.Н. Матросова с Днем социального работника

Хаклă социаллă ĕçченсем, çак ĕçĕн ветеранĕсем!

 

Сире çывхарса килекен хăвăрăн професси кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

Çăмăл мар, анчах пархатарлă ĕç тăватăр эсир. Пулăшу кирлĕ çынсем патне вăхăтра çитсе, вĕсен пурнăçне çăмăллататăр, вĕсен ыйтăвĕсене тивĕçтеретĕр. Чуна йывăр чухне тимлĕхпе пулăшуран хакли нимĕн те çук. Эсир çакна ăнланса,  ватăпа ватă пек, çамрăкпа çамрăк пек пулма пĕлетĕр. Йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ çынсемпе ăшшăн калаçса чунĕсене уçатăр, малалла шанчăкпа пурăнма вăй-хал паратăр. Вĕсен хуйхи-суйхине хăвăрăн чĕрĕр витĕр кăларса, май килнĕ таран пулăшма тăрăшатăр. Кашнин валли сирĕн чун ăшши те, чăтăмлăх та çитет.  Тавах сире çынсене,  хăвăр ĕçе юратнăшăн.

Пурне те сире çирĕп сывлăх, телейлĕ те вăрăм кунçул сунатпăр. Çынна ырă туни хăвăр пата та ырăпах таврăнтăр. Ĕмĕтĕрсем çитсе пыччăр, мĕн шутлани пурнăçланса пытăр.

 

 Район пуçлăхĕ – депутатсен районти

 Пухăвĕн председателĕ                                                   И.В. Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн

пĕрремĕш çумĕ                                                                 А.Н.Матросов.                                         



08 июня 2021
07:51
Поделиться
;