Моргаушский муниципальный округ

Тыл ĕçченĕсене Çĕнтерÿ кунĕпе саламлани

Тыл ĕçченĕсене Çĕнтерÿ кунĕпе саламлани

Çулсеренех майăн 8-9-мĕшĕнче эпир Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçинче фашистла Германие çĕнтернине паллă тăватпăр. Вăрçăра пулнисене тата тыл ĕçченĕсене хисеплесе аса илетпĕр, вĕсене саламлатпăр.

Çĕнтерĕве çывăхартассишĕн вăрçă вăхăтĕнче ывăннине туймасăр тыл ĕçченĕсемпе ачалăх мĕнне пĕлмен ачасем ырми-канми вăй-хунă.

Хĕрарăмсем те арçынсемпе танах тылри пур йывăрлăха та хăйсем çине илнĕ. «Йăлтах – Çĕнтерÿшĕн. Йăлтах – фронт валли» девизпа вăй хунă.

Çак уява ытти çулсенче пĕр çын пек пулса хавас та савăк кăмăлпа чыслăн паллă тунă пулсан, кăçал та уйрăм лару-тăрăва пула халăхпа йышлăн паллă тăваймарăмăр. Çапах та тыл ĕçченĕсене эпир, культура ĕçченĕсем – Надежда Ершова, Лия Клопова, Валентина Алаева, Любовь Сергеева, Катькас тата Шомик ял библиотекисен ертÿçисем Анжелика Угаровапа Дарья Прокопьева, «Çăлкуç» ушкăна çÿрекен Ирина Осипова киле çитсе саламларăмăр.

Паянхи куна Катькас ял тăрăхĕнче 20 тыл ĕçченĕ çеç юлчĕ. Вĕсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕн О.А. Николаев çырнă салам открыткине вуланипе пĕрле чечек çыххисем те патăмăр. Эпир саламлама килнишĕн вĕсем саванчĕç. «Пире чысланишĕн, манманшăн сире питĕ пысăк тав», – терĕç тыл ĕçченĕсем. 

Вĕсене нумай çул пурăнма çирĕп сывлăх сунтăмăр. Эпир вĕсем умĕнче пуçа таятпăр, вĕсемпе мăнаçланатпăр!



11 мая 2021
10:26
Поделиться
;