Моргаушский муниципальный округ

Поздравление Главы района – Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Днем Победы

Поздравление Главы района – Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Днем Победы

Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсем, салтак  арăмĕсем, тыл ĕçченĕсем, вăрçă ачисем, ентешĕмĕрсем!

 Сире пурне те Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче   Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 76  çул çитнĕ ятпа чун-чĕререн саламлатпăр.  

 Çĕнтерÿ кунĕ - пуриншĕн те уяв. Çак кун эпир пире мирлĕ пурнăç парнеленĕ салтаксене, тылра ырми-канми тăрăшнă ĕçченсене чĕререн тав туса  çĕре çити пуç таятпăр вĕсен умĕнче.

Муркаш районĕн çыннисем  вăрçă хирĕнче фашистсене хирĕç паттăррăн çапăçнă.  Пурĕ çак хăрушă вăрçа пирĕн районтан 9845 çын тухса кайнă. Вĕсенчен 5491-шĕ каялла таврăнайман. Тăван вырăнсене Çĕнтерÿпе таврăннă салтаксен йышĕ те сахаллансах юлчĕ. Вăрçă ветеранĕсем паян районта 6-ăн кăна юлчĕç. Районта паянхи куна 330 тыл ĕçченĕ пурăнать. Патшалăх паян вăрçă вăхăтĕнче аслисемпе тан ĕçленĕ «вăрçă ачисене» пысăк тимлĕх уйăрать. Вĕсен йышĕ паян 1380 çын.

Сирĕн нимпе танлаштарма çук паттăрлăхăра эпир нихăçан та манмастпăр. 2021 ҫула пирĕн республикăра  Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тума хутшӑннисен ӗҫри паттӑрлӑхне халалланӑ ҫулталӑк пулни те çакăн çинченех калать. 

Хаклă çыннăмăрсем! Паян эпир сирĕн çапăçури, тылри паттăрлăхра тĕпе хурса, тăван район аталаăвĕшĕн тăрăшатпăр. Вăл çирĕпрех те вăйлăрах пултăр тесе хамăртан килнине йăлтах тăватпăр. Ачасене те сирĕн ырă тĕслĕхĕр çинче воспитани парса ÿстеретпĕр.

Сире пурне те çирĕп сывлăх сунатпăр. Кунçулăр  вăрăм та  телейлĕ пултăр. Вăрçă çулĕсенче тÿснĕ йывăрлăхсемшĕн халĕ сирĕн нумай çул ыр курса пурăнмалла пултăр.

 

Район пуçлăхĕ – депутатсен районти

 Пухăвĕн председателĕ                                                  И.В. Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                   Р.Н. Тимофеев.



04 мая 2021
15:41
Поделиться
;