Моргаушский муниципальный округ

Поздравление Главы района – Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Праздником Весны и Труда

Поздравление Главы района – Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Праздником Весны и Труда

Хисеплĕ Муркаш район çыннисем!

Сире пурне те Çуркуннепе Ĕç уявĕ ячĕпе ăшшăн саламлатпăр.

Мир, ĕç, туслăхпа пĕрлĕх - çак енсем мĕн чуль вăхăт иртсен те, пирĕн пурнăçра тĕп вырăн  йышăнаççĕ. Муркаш тăрăхĕнче маттур та  ĕçчен çынсем пурăнаççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ пирĕн яланах малтисен ретĕнче пулнă. Паян та эпир пурте пĕрле çитĕнÿ çулĕпех утатпăр. Районти кашни çын тăван район, республика, аслă та мăнаçлă çĕршывăмăр малашне тата та вăйлăрах, пуянрах пултăр тесе тăрăшса ĕçлет. Ĕçĕрсем яланах ăнса пыччăр, утас çулăр пĕрмай уçăлсах пытăр.

Пурне те сире çирĕп сывлăх сунатпăр. Ĕмĕтĕрсем çитсе пыччăр. Çемйĕрсенче яланах тулăх пурнăçпа килĕшÿ пултăр. Чĕрери юрату пурăнма, ĕçлеме вăй-хал хуштăр.  

 

 Район пуçлăхĕ – депутатсен районти

 Пухăвĕн председателĕ                                              И.В. Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                Р.Н. Тимофеев.



30 апреля 2021
09:30
Поделиться
;