Моргаушский муниципальный округ

Поздравление Главы района – Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Днем пожарной охраны

  Пушар хуралĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата çак ĕçĕн ветеранĕсем!

Сире хăвăрăн професси уявĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

Çăмăл мар, анчах пархатарлă ĕç  тăватăр эсир. Инкек сиксе тухсан, пушарта  çынсен кунçулĕ ан татăлтăр, вутра патшалăх,  çынсен пурлăхĕ ан пĕттĕр тесе хăвăртан килнине йăлт тăватăр.  Çав  хушăрах  районта пурăнакансем пушартан сыхланмалли правилăсене пăхăнччăр, ниçта та вут-кăвар ан тухтăр тесе тăрăшатăр. Халăхпа ăнлантару ĕçне ирттеретĕр.Тавах сире хăвăр тивĕçĕре чун-чĕре хушнă пек пурнăçланăшăн.

Пурне те çирĕп сывлăх, телейлĕ вăрăм кунçул сунатпăр.

 Район пуçлăхĕ – депутатсен районти

 Пухăвĕн председателĕ                                              И.В. Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                Р.Н. Тимофеев.

 



30 апреля 2021
08:27
Поделиться
;