Моргаушский муниципальный округ

Поздравление Главы района – Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Днем чувашского языка

Хаклă ентешĕмĕрсем!

Сире пурне те Чуваш чĕлхи кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

Чăваш  чĕлхи – пирĕн тăван чĕлхе, атте-анне  чĕлхи. Эпир мĕн пĕчĕкренех пĕр-пĕринпе чăвашла калаçса ÿснĕ.  Çак çепĕç те янăравлă чĕлхепе тăван çĕршыв çинчен юрăсем  шăрантарнă. Атте-анне те пире, тăван халăхăн ырă йăли –йĕркине тĕпе хурса, чăвашла калаçса, чăвашлах воспитани панă:ĕçе юратма, пĕр-пĕрне хисеплеме, ырă ĕçсем тума вĕрентнĕ.  Çавăнпах ĕнте эпир, чăвашсем, ĕçре те хастар, спортра та пултаруллă, шухăш-кăмăл та пирĕн çирĕп. Мĕн палăртнине пурнăçлама пултаратпăр. Хамăрăн та ачасене çавăн пекех тĕрĕс воспитани  парса ÿстересчĕ, тăван чĕлхене юратма, хисеплеме вĕрентесчĕ.

Чăваш чĕлхи паян патшалăх чĕлхи пулса тăрать. Чăвашсене халь республика тулашĕнче кăна мар, ытти çĕршывсенче те пĕлеççĕ. Яланах  çапла маттур пулар, ытти халăхсемпе килĕштерсе пурăнар. Чăваш халăхне çулла кăлараканĕн  И.Я. Яковлевăн халалĕсене асра тытса, малалла та пĕр-пĕрне йывăрлăхра пулăшса, пĕрлех пĕр тĕллевпе хамăр малашлăхшăн, тăван район аталанăвĕшĕн тăрăшар.

Пурне те çирĕп сывлăх, телейлĕ вăрăм кунçул, ĕçре ăнăçусем сунатпăр.

Район пуçлăхĕ -депутатсен

районти Пухăвĕн председателĕ                                                      И.В. Николаев.

 

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                                    Р.Н. Тимофеев.

             



23 апреля 2021
10:06
Поделиться
;