Моргаушский муниципальный округ

Поздравление Главы района – Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Днем местного самоуправления

Поздравление Главы района – Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Днем местного самоуправления

Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен хисеплĕ ĕçченĕсем тата муниципалитет службин ветеранĕсем!

Район çыннисем!

 

Сире пурне те Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

Сирĕн ĕç пĕрре те çăмăл мар. Ял тăрăхĕн социаллă пурнăçĕпе унăн экономика аталанавĕшĕн, ял çыннисен  пурнăç условийсем лайăхланса пырассишĕн шăпах вырăнти влаç яваплă пулса тăрать.  Ялта пурăнакансем сирĕн пата тем тĕрлĕ ыйтупа та килеççĕ. Сирĕншĕн вак-тĕвек ыйту çук. Кашнинпе эсир тимлĕ пулма тăрăшатăр, вĕсен нуши-савăнăçне хăвăр витĕр кăларса, кашни ыйтăва май килнĕ таран вăхăтра  татса пама тăрăшатăр. Çак ĕçре сире вырăнти депутатсемпе ял старостисем, хастар та пуçаруллă çынсем пулăшса пыраççĕ.

Тавах сире хăвăр тивĕçĕре чун-чĕре хушнă пек пурнăçланăшăн,тăван ял тăрăхĕ, район кунран кун илемленсе, пуянланса пытăр тесе тăрăшнăшăн, çак ĕçе   ял çыннисене хăйсене те явăçтарнăшăн.. Юлашки çулсенче пуçарулăх бюджечĕн программипе кăна ялсенче мĕн тĕрлĕ ĕç туса ирттермерĕмĕр пулĕ. Малашне те тăван район аталанăвĕшĕн пĕрлех тăрăшасчĕ, вăл çулсерен çирĕпленсех пытăр тесе хамăртан килнине йăлт тăвасчĕ.

Пурне те çирĕп сывлăх, телей, вăрăм кунçул сунатпăр.

 

Район пуçлăхĕ – депутатсен районти

 Пухăвĕн председателĕ                                                                          И.В. Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                                            Р.Н. Тимофеев.



20 апреля 2021
11:02
Поделиться
;