Моргаушский муниципальный округ

Кантăкран шаккарĕ хамăр ял каччи

Кантăкран шаккарĕ хамăр ял каччи

Н.Сидоров çырнă «Кантăкран шаккарĕ хамăр ял каччи» шӱтлĕ камите   Кашмашри халăх театрĕ, Москакасси культура Çурĕнче, апрелĕн 5-мĕшĕнче лартса пачĕ. Спектаклье лартаканĕ Шупашкарти К.Иванов ячĕпе хисепленекен драма тетрĕнчи Арсентий Димитриев (пултаруллă артист режиссер пулчĕ. Хăй те çак спектакльте рольне тĕлĕнмелле ăста сăнарласа пачĕ. Тĕп рольсене Петр Борзаевпа (Ванюш) Тамара Цвыга (Шуркка) чăн-чăн артистсем пекех вылярĕç.  Пĕр мăшăр Натальяпа (Натюш) Алексей (Ян Саныч) Ерзуковсем те куракансене тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕç. Алина Трофимова (Суйкка) вара никама та парăнман артистка мăнаçлăн та ăста палăрчĕ хăйĕн рольне. Сцена çинче нумай çул хушши хăйĕн таланчĕпе яланах тĕлĕнтерекен Николай Ершов (Пруннька) тата унăн мăшăрĕ Роза Арапкина (Çĕрахвим) чăн-чăн артистсем пекех тытрĕç хăйсене сцена çинче.

 Çак пултаруллă та маттур артистсем куракансене тыткăнламаллипех тыткăнлама пултарчĕç. Ял халăхне чăн-чăн парнех туса пачĕç артистсем.

Кашмашри халăх театр ушкăнĕ нумаях пулмасть хăйĕн 25 çулхи уявне чаплăн паллă туса ирттерчĕ. Пултаруллăх ушкăнне çӱрекен артистсене çавăн чух тĕрлĕрен тав çырăвĕсемпе парнесем парса чыс тунă. Ахальтен каламаççĕ çав «Ĕçне кура хисепĕ»,- тесе.

Спектакль вĕçленсен те куракансем ура çине тăрса чылай вăхăт хушши «Маттурсем! Тавтапуç!»,- тесе кăшкăрчĕç. Культура Çурчĕн ертӱçи Г.Голубева çак ушкăна малашнехи пултарулăх ĕçĕнче ăнăçусемпе ĕçлесе пыма телей те сывлăх сунчĕ.

Тулли кăмăлпа саланчĕ ял халăхĕ килелле.



07 апреля 2021
11:53
Поделиться
;