Моргаушский муниципальный округ

Çур акине хатĕрленсе Хуçалăх хире тухма хатĕр

Çур акине хатĕрленсе Хуçалăх хире тухма хатĕр

Ака уйăхĕ. Васкаса юр ирĕлнĕ вăхăт. Пурнăç уттичен юлманнисенм паян çанă тавăнса çур акине хатĕрленеççĕ. Çав тапхăртах хирсем кунпа мар, сехетпе юртан тасалса пыраççĕ. Лару-тăрăва тĕрĕс хак парса патшалăх техника надзорĕн районти инспекцийĕ çур акине хутшăнакан тракторсем ĕçе епле хатĕррине тĕрĕслеме пуçларĕ. Ака уйăхĕн 5-мĕшĕнче çак хаклав Е. Андреев яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕн трактор паркĕнче иртрĕ.

Трактористсем те, юсавçăсем те, хуçалăх ертÿçи те вырăнта. Пурин те умра пĕр тĕллев - çур акине тĕплĕ хатĕрленсе тухасси.

- Уй-хир кашни кун юртан тасалса пырать. Нумай та вăхăт иртмĕ - çур аки алăкран шаккĕ. Çурхи кун вара хресченшĕн чи яваплă тапхăр. Кĕске вăхăтра тата çĕр ĕç технологине çирĕп пăхăнса ирттернĕ çур аки пире ыранхи куна шанчăклăрах пăхма пулăшать, çĕнĕ тĕллевсем никĕслет. Çавăнпа та çывхаракан уй-хир ĕçĕсенче çĕр ĕç культури малта пултăр тесе хатĕрленетпĕр, - машинăпа тарактор паркĕпе утса механизаторсемпе юсавçăсем патне иртнĕ май  калаçрĕ Е. Андреев яч. хис. хуçалăх ертÿçи В. Семенов.

Виталий Иосифович сăмахĕсене «хурçă утсене» çур аки умĕн техника тĕрĕслевне хатĕрлекенсем кулленхи ĕçпе çирĕплетсе пыраççĕ. Кашнин трактор паян витринăри пек ларать. Механизаторсен те кăмăлĕсем лайăх.

- Кашни çыннăн хăйне çирĕплетсе панă ĕç вырăнĕнче ответлăха туйса ĕçлемелле. Çур аки пĕрлехи яваплăх ыйтать. Пурте пĕр чăмăрта пулсан çеç кĕркунне тырă-пулă тухăçĕ пире савăнтарĕ, хуçалăх экономики тĕрекленĕ, - терĕ опытлă мехенизатор  А. Скворцов.

Çурхи уй-хир ĕçĕсене трактор штурвалĕ умĕнче ларса тухакансечен  кашниншĕнех кăçалхи çур аки пĕрремĕш мар. Çавăнпа та вĕсем хăйсен умĕнчи тĕллевĕсене те лайăх ăнланаççĕ. Паянхи сăн ÿкерчĕкре эсир 8 трактортан пурне те техосмлтр тăратса ĕçе тухма ирĕк илнĕ механизаторсен ушкăнне куратăр (сулахайран сылтăмалла): А. Порфирьев, В. Димитриев, Д. Порфирьев, А. Скворцов, А. Семенов, А. Скворцов.

Хуçалăхра  çурхи уй-хир ĕçĕсен планне хатĕрленĕ, çуртри вăрлăхне 100 проценчĕпех ака кондицине çитернĕ. Ĕç вăйĕсене çителĕклĕ хатĕрленĕ, вĕсемпе килĕшÿ тунă. Апла пулсан çуртрисене 550 гектар акса хăварасси тата 500 гектра йышăнакан кĕртрисен лаптăкĕнче вăхăтра нÿрĕк тытса хăварасси, 500 гектар пусу уйĕсем хатĕрлесси çĕр ĕçченĕшĕн çĕнме çук йывăрлăх мар.

Патшалăх техника надзорĕн районти инпекторĕ С. Николаевпа хуçалăх техника тĕрĕслевне лайăх хатĕрленнине палăртрĕ. Механизаторсемпе ирттернĕ калаçура вăл ĕçре хăрушсăрлăх йĕркине çирĕп пăхăнмалли çинче чарăнса тăчĕ.



05 апреля 2021
13:27
Поделиться
;