Моргаушский муниципальный округ

Поздравление Главы района – Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Днем работника культуры РФ

Поздравление Главы района – Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Днем работника культуры РФ

Хисеплĕ культура ĕçченĕсем! Çак ĕçĕн ветеранĕсем!

Сире хăвăрăн професси уявĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

 Эсир хамăр халăхăн культурине, унăн ырă йăли-йĕркиене сыхласа хăварса, малалла аталантарас тесе тăрăшса ĕçлетĕр. Çак ĕçе ял çыннисене хăйсене активлă  явăçтаратăр.  Эсир йĕркелесе ертсе пыракан пултарулăх ушкăнĕсем вырăнсенче, районта иртекен мероприятисене илем кÿреççĕ. Тавах сире хăвăрăн тивĕçĕре чун-чĕре хушнă пек пурнăçланăшăн, ял çыннисен канăвне, вĕсен пушă вăхăтне усăллă ирттерме майсем туса панăшăн.

2021 çула Чăваш Республикинче Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тума хутшӑннисен паттăрлăхне халалланă. Çавăнпа та эсир çитĕнекен ăрăва хамăрăн çĕршывăн мухтавлă историне чун-чĕрепе туйса илме  вĕрентекен, вĕсене вăрçăпа тыл паттăрĕсен тĕслĕхĕсем çинче патриотизмла воспитани паракан ĕçсене ытларах тăвасса шансах тăратпăр. Çак тата кулленхи ĕçĕрте ăнăçу сунатпăр.

Юлашки çулсенче районти культура учрежденийĕсене юсассине пысăк тимлĕх уйăратпăр. Ку ĕçе кăçал та малаллах тăсăпăр.

 Сире пурне те çирĕп сывлăх, вăрăм кунçул, телей сунатпăр.

 

Район пуçлăхĕ -депутатсен

районти Пухăвĕн председателĕ                                                      И.В. Николаев.

 

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                                    Р.Н. Тимофеев.



24 марта 2021
10:00
Поделиться
;