Моргаушский муниципальный округ

Тăраниччен çисе курайман

Тăраниччен çисе курайман

Çак кунсенче Москакасси ялĕнче пурăнакан чи сумлă юбиляра, Мария Евстафьевна Царевана саламлама çитсе килтĕмĕр. Ăна çак тăрăхра палламан çын çук та пулĕ. Вăл хăйĕн сăпайлăхĕпе, ырă та ăшă кăмăлĕпе пурне те тыткăнлать. Çулĕсем 90 урлă каçрĕç пулин та паянхи кун та выльăх-чĕрлĕх патĕнче кăштăртатма кăмăллать. Паянхи кун вăл хăйĕн икĕ хĕрĕпе Татьянăпа тата Валентина хÿттинче йăпанса пурăнать. Хĕрĕсем те ăна çав тери юратаççĕ, амăшĕн ватлăх кунĕсене малалла тăсма пулăшса пыраççĕ вĕсем. Чиркĕве те амăшĕпе кашни эрнесерен çÿреççĕ, турăран сывлăхне те, пиллĕхне те пама ыйтса кĕл тăваççĕ.

Пире Мария Евстафьевнăпа хĕрĕсем хапăл тусах йышăнчĕç. Малтанах юбиляра Кремельтен çитнĕ çырăва вуласа патăмăр. Çак çырура В.В.Путин сумлă юбиляра юбилей ячĕпе чи ырă та ăшă сăмахсемпе саламланă. Куççулĕ витĕр итлерĕ ватă асанне президент çырнă сăмахсене. Москакассинчи Хĕрарăмсен канашĕ ячĕпе те юбиляра тав çырăвĕпе, чечек çыххипе тата парне парса чыс турăмăр. Питех те савăнчĕ çакăншăн М.Царева. Юбилей ячĕпе культура ĕçченĕсем илемлĕ юрă та шăрантарса пачĕç.

Яланах хăнасене тарават кĕтсе илекен çемье пире те тулли кĕрекене лартмасăр кăларса ямарĕç. Сăмах хыççăн сăмах вакланчĕ кĕрекере. Ачалăх пурнăçне те аса илчĕ асанне. Каласа панă чух куççульне шăла-шăла илчĕ. 1940-мĕш çулта 8 çулхи тутлă ыйхăпа çывăракан ачана амăшĕ ирпе ирех кĕтÿ пăхма   вăратать. Пĕчĕк хĕрача пуçне çĕклет те каллех çывăрса каять. Юлашкинчен амăшĕ ăна: «Халĕ те çывăрса выртатăн-и, тăр хăвăртрах!»,-тесе кăшкăрать. Ирĕксĕрех пчĕк хĕрачан ура çине тăрма тивет. Амăшĕ хуранта çĕр улми пĕçернĕ пулнă. Мария хăйне çĕр улми çитерме ыйтать амăшĕнчен. «Сана валли мар-çке, ачам, Лариван кĕтÿçĕ валли ку»,-тет амăшĕ. Çапла ачана сĕтрен пĕçернĕ апата лартса парать амăшĕ. «Вăл вăхăтра тăраниччен çĕр улмине те çисе кураймарăмăр çав»,-тесе аса илчĕ Мария Евстафьевна.

«Паянхи кун вара, сĕтел çинче мĕн тĕрлĕ тутлă апат-çимĕç çук пулĕ. Мĕн çиес килет, пурте пур!» - терĕ хавхаланса асанне. Типпе тухнă май, вĕсем хăйсем пĕçернĕ типĕ тутлă апат-çимĕçпе сăйларĕç. Чăнах та питĕ тутлă пулчĕ апачĕ. Çакăн пек ырă кăмăлпа кĕтсе илсе, ăшшăн ăсатса ячĕç пире кăмăллă çынсем.



23 марта 2021
15:16
Поделиться
;