Моргаушский муниципальный округ

Отчетлă пуху Хуçалăх тыр-пултан пысăк тупăш илнĕ

Отчетлă  пуху Хуçалăх тыр-пултан пысăк тупăш илнĕ

Иртнĕ эрнере Ильич ячĕпе хисепленекен хуçалăхăн отчет пухăвĕ иртрĕ. Черетлĕ 21-мĕш докладпа  хуçалăх ертÿçи Игорь Николаев паллаштарчĕ, отрасле кура тĕп специалистсем тухса калаçрĕç, иртнĕ çулхи ĕç-хĕле  пĕтĕмлетрĕç, умри тĕллевсене тишкерчĕç.

Докладран çакă курăнчĕ. Игорь Николаев палăртнă тăрăх,  коллективра 57 ĕçчен тăрăшать, вăл шутра  выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче 27 çын, автомашинăпа трактор паркĕнче 15 çын.

 Иртнĕ çулта   хуçалăх пĕтĕмпе  56857 пин тенкĕлĕх продукци туса илнĕ. Вырăнта туса илнĕ продукцие  38115 пин тенкĕлĕх сутнă, хăйхаклăхĕ 35432 пин тенкĕ пулнă.   Коллектив ĕçлесе илнĕ таса  тупăш  8  миллион та 3 пин тенкĕ пулнă. Ку кăтарту унчченхи çулхинчен самай пысăк. Рентабельлĕх 7,8 процентпа танлашать.

Хуçалăх техника, агрегат çĕнетесси çине çулсеренех пысăк тимлĕх уйăрать. Иртнĕ çул пĕтĕмпе 9517 пин тенкĕлĕх техника паркне çĕнетнĕ. Вăл шутра  5 миллион ытла тенкĕлĕх ака комплексĕ туяннă, 487 пин тенкĕлĕх  «Волга-2» косилка, 940 пин тенкĕлĕх дисклă сÿре, им-çамламалли оборудовани 195 пин тенкĕлĕх, МТЗ-82 трактор 1645 пин тенкĕлĕх  тата ытти те.

 Çурт-йĕр тăвас, юсас ĕçсенче пĕтĕмпе иртнĕ çулта 1 миллион тенкĕ тăкакланă. Вăл шутра гаражра техника лартмалли склад, ака комплексне виткĕч айне лартма май тунă, тырă складне çĕнĕрен витнĕ.

Уй-хир ĕçĕсене 1427 гектар çинче туса ирттернĕ. 832 гектар çинчен  2530 тонна тыр-пул пухса кĕртнĕ. Пĕр гектар пуçне тивекен вăтам тухăç 28,8 центнерпа танлашнă. Нумай çул ÿсекен курăксем 450 гектар çинче пулнă, унран 785 тонна утă хатĕрленĕ, ешĕл апат - 6218 тонна. Люцерна вăрри 1600 килограмм çапса илнĕ.   Пĕр çул ÿсекен курăксене  иртнĕ çул  100 гектар  çинчен пухса кĕртнĕ, 1008 тонна ешĕл апат хатĕрленĕ.  45 гектар кукурузăран 1008  тонна выльăх апачĕ янтăланă, силос  2630 тонна тунă. Кĕрхи культурăна 360 гектар çинче акса хăварнă.

Иртнĕ çул тыр-пул тухăçĕ пысăк пулнипе танах унăн сутлăх хакĕ те çĕр ĕçченне тивĕçтернĕ. 1300 тонна сутса  11791 пин тенкĕ тунă,  ку тĕлĕшри таса тупăш  3864 пин тенкĕпе танлашнă.    

 Хуçалăх выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчен тупăш илессипе те япăх мар ĕçлесе пырать. Отчетлă тапхăрта мăйракаллă шултра выльăх йышĕ  пĕтĕмпе 600 пуç, вăл шутра  сумалли ĕне 222 пуç, сурăх йышĕ 216 пуç. Хуçалăх пĕтĕмпе 953 тонна сĕт туса илнĕ. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи тупăш 25843 пин тенкĕпе танлашнă. Вăл шутран сĕтрен - 18269 пин тенкĕ, ĕне выльăх ашĕнчен 7258 пин тенкĕ, сурăх ашĕнчен 311 пин тенкĕ.  

Хуçалăхра ытти çĕрти пекех кадр ыйтăвĕ çивĕч тăрать, фермăра ĕçлекен çукки уйрăмах  пăшăрхантарать. Хуçалăх шалăва вăхăтра тÿлесе тăрать, ĕçлеме чĕнет.  

  Хальхи вăхăтра хуçалăх ĕçченĕсем çур акие хатĕрленессипе тăрăшаççĕ, ял хуçалăх техникине юсаççĕ, минераллă удобрени кÿрсе килнĕ, кондициллĕ паха вăрлăх янтăланă. Кашни отрасле уйрăммăн тишкернĕ май,  Игорь Николаев тыр-пул тухăçне тата сĕт туса илессине малашне татах та ытларах  ÿстерме тĕллев лартрĕ, иртнĕ çулхи кăтартушăн хуçалăх ĕçченĕсене тав турĕ.

- Ял хуçалăх предприятине упраса хăварасси, аталантарса пырасси маншăн - чи пĕлтерĕшли. Пĕрлехи ăнăçлăхшăн малашне те килĕштерсе, яваплăха туйса  ĕçлессе шанатăп, - терĕ Игорь Николаев хăйĕн шухăшне  палăртса.  

Отчетлă пухăва район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Лилия Тарасова хутшăнчĕ. Вăл районти ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ.    

- Ильич ячĕпе хисепленекен хуçалăх районта ăнăçлă ĕçлекеннисен йышĕнче. Хуçалăх ÿсен-тăран енĕпе тимленипе танах выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе те япăх мар ĕçлесе пырать. Кăçал та хăвăр ума лартнă тĕллевсене пурнăçласса шанатпăр, - терĕ Лилия Тарасова  хуçалăх коллективне  район аталанăвне тÿпе хывнăшăн тав туса.   

Вырăнти ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Виктор Волков хуçалăх пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса пама пулăшнине,  вăл йĕркеллĕ ĕçлесе пынăран, территоринче хуçасăр тата усă курман çĕрсем çуккине пĕлтерчĕ. Çавăн пекех пухура ответлă ытти ĕçченсем те тухса калаçрĕç, тĕрлĕ ыйтăва та пăхса тухрĕç.  



22 марта 2021
11:44
Поделиться
;