Моргаушский муниципальный округ

Поздравление Главы района-Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Днем работников бытового обслуживания населения и жилищно-коммунального хозяйства

Поздравление Главы района-Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Днем работников бытового обслуживания населения и жилищно-коммунального хозяйства

Йăла службинче тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхра ĕçлекенсем, асăннă отрасльсен ветеранĕсем!

 

Сире пурне те çывхарса килекен професси уявĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

Эсир районта пурăнакансен пурнăç условийĕсене лайăхлатассишĕн тимлетĕр: ăшăпа, çутăпа, шывпа, газпа тивĕçтеретĕр, çурт-йĕре тытса тăратăр, юсвв ĕçĕсене ирттеретĕр, урамсене тирпей-илем кĕртетĕр. Ку енĕпе сиксе тухакан кăлтăксене те çийĕнчех пĕтеретĕр.

 Йăла ыйтăвĕсене те районта тĕрлĕ енлĕн тивĕçтеретĕр: парикмахерскисем ĕçлеççĕ, атă-пушмак юсамалла-и е кĕпе –тумтир çĕлемелле, е çынсене йăлари ытти пулăшу кирлĕ –кашни ĕçе тăрăшса пурнăçатăр.

Пур ĕçе те эсир халăхшăн тăватăр. Çынсен кăмăлĕ мĕнле пуласси сирĕн ĕçĕртен, эсир ăста специалист пулнинчен çав тери нумай килет. Тавах сире пурне те яваплăха туйса ĕçленĕшĕн, потребительсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерес тесе  тăрăшнăшăн.

Эсир малашне те хăвăрăн тивĕçĕре чун-чĕре хушнă пек пурнăçласса шанатпăр.  Пурсăра та çирĕп сывлăх, вăрăм кунçул, йывăрлăхсене çĕнтерсе, малалла тата та ÿсĕмлĕрех вăй хума ăнăçу сунатпăр.

 

Район пуçлăхĕ -депутатсен

районти Пухăвĕн председателĕ                                               И.В. Николаев.

 

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                              Р.Н. Тимофеев.



19 марта 2021
13:19
Поделиться
;