Моргаушский муниципальный округ

Тĕл пулу пурин кăмăлне те кайрĕ

Тĕл пулу пурин кăмăлне те кайрĕ

Пурнăç урапи малалла шунă майăн, Çĕршывра та пысăк улшăнусем пулса пыраççĕ. Çавăн пекех хамăр тăрăхра та мĕн чухлĕ улшăну пулса иртрĕ, вĕсем хушшинче япăххи те, лайăххи те сахал мар. Вĕсенчен пĕрин пирки аса илес килет. Ĕлĕк пулсан, урам хушшинче çамрăксем хуткупăс вылянипе мĕн тери юрласа ташланă. Кашни урамра пĕршер-икшер хуткупăсçă пулнă. Вĕсем вара пĕр-пĕринпе ăмăртмалла вылянă.  Ахальтен мар пулĕ, хуткупăсçă ялта пĕрремĕш каччă пулнă, хĕрсем те ытларах вĕсене юратнă. Паянхи куна илсен, çак илемлĕ янăракан хуткупăс сасси сахаллансах кайрĕ, хуткупăспа вĕренес текен çамрăксем пачах та çук тесе калас килет, мĕншĕн тесен вĕсем ытларах компьютерсемпе телефонсем çинче кăна ларма юратаççĕ. Культура Çурчĕсенче те юлашки вăхăтра çак илемлĕ сасса янăрама пăрахрĕ тесе те калас килет, хăш-пĕр çĕрте кăна илтме пулать. Ытларах юрласа-ташлакансем эстрада кĕввисемпе ĕçлесе пыраççĕ.

Çитĕнекен çамрăк ăрăва кăштах та пулин асамлă купăс сассипе паллаштарас тесе, Москакасси вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен М.В.Васильева, музыка учителĕ А.В.Макаров тата культура Çурчĕн ертÿçи Г.Г.Голубева хуткупăсçăсемпе тĕл пулу ирттересси пирки калаçса татăлчĕç. Çак тĕлпулăва Москакасси культура Çуртĕнче мартăн 16-мĕшĕнче туса ирттерчĕç.

Ирхи 9 сехет тĕлĕнче культура Çурчĕ ача-пăча сассипе тулчĕ. Хăнара çак сумлă хăнасем пулчĕç: Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Юнкăри культура Çурчĕн пултарулăх ертÿçи М.Б.Ягунов тата Уйкас Хачăк ялĕнче çуралса ÿснĕ пултаруллă хуткупăсçă Ф.М.Осипов.

Тĕл пулăва ертсе пыракан Г.Голубева ачасене çак ăста хуткупăсçăсемпе тĕплĕн паллаштарчĕ. М.Ягунов Муркашри искусствă шкулĕнче ĕçленĕ чухне Ф.Осипова хуткупăспа выляма вĕрентни çинчен каласа пачĕ. Вĕсем пĕр-пĕрне нумай çул хушши те курман иккен, пĕр 15 çул. Пĕр-пĕринпе тĕл пулнишĕн чунтанах савăнчĕç вĕсем.

М.Ягунов мĕн пĕчĕкрен хуткупăс сассине юратса çитĕннĕ. Вăл 4 çултах 1943-мĕш çулта алла хуткупăс тытса, пĕчĕк пÿрнисемпе кĕвĕсем выляма пуçланă. Хуткупăсĕ вара ашшĕн шăлнĕн пулнă. Май тупса частарах вĕсем патне чупса хуткупăса алла тытнă, хăйне ăссĕн кĕвĕсем выляма тăрăшнă. Çапла вара вăл музыка тĕнчипе кунтан кун, çултан çул паллашма пуçланă, хуткупăспа выляма ятарлă пĕлÿ илсе, аслă çул çине тухнă. Мĕн чухлĕ юрă-кĕвĕ хывман пулĕ хăйĕн ĕмĕрĕнче, мĕнле кăна паллă артистсемпе пултарулăх ушкăнĕсем юрламаççĕ пулĕ унăн илемлĕ юррисене. Вăл кĕвĕленĕ илемлĕ юрăсем кашнин чунне кĕрсе, чĕре витĕр шăранса тухаççĕ. Юрлас та, юрлас килет çак паллă композиторăн юррисене.

Ф.Осипов хуткупăсçă та мĕн пĕчĕкрен алла хуткупăс тытса кĕвĕсем вĕренме тăрăшнă. Муркашри искусствă шкулĕнче ăна М.Ягунов баянпа выляма вĕрентнĕ. Вĕренни вара пачах та ахаль пулман. Хăй тăрăшса вĕреннипе вăл 7-мĕш классрах Москакасси культура Çуртĕнче концертсенче «Шуçăм» артисчĕсене баянпа выляса юрлаттарнă. 5 çул вĕреннĕ хыççăн ăша Шатракасси культура Çуртĕнче баянпа выляма ĕçе илеççĕ. Кунта та вăл хăйĕн пултарулăхĕпе палăрса тăрать, артистсене çĕнĕрен те çĕнĕ юрăсем вĕрентсе сцена çине кăларать. Çапах та вăл хăйĕн ĕç-хĕлне МВД системинче тăсать, мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех вăй хурса ĕçлет. Пурнăç тăршĕпех хăйĕн юратнă хуткупăçне алăран ямасть. Пушă вăхăтсенче яланах хуткупăспа выляса хăйĕн чунне уçать тата юрра-кĕвве юратакансене савăнтарса тăрать. Паянхи кун та, тивĕçлĕ канура пулин те, унăн аллинче яланах хуткупăс. Мĕн чухлĕ юбилейсенче, туйсенче ташлаттарса, юрлаттарса савăнтармасть пулĕ çынсене.

М.В.Васильева та чăтаймасăр сцена çине улăхса купăс кĕввипе пĕр çаврăм илемлĕ юрă шăрантарса пачĕ. Ачасем паллах, хăйсене вĕрентекен çавăн пек илемлĕ юрă шăрантарнă хыççăн, тăвăллăн алă çупса саламларĕç.

Тĕлпулу çав тери кăмăллă иртсе кайрĕ. Ертсе пыракан пурне те тав сăмахĕ каларĕ. Пурнăçра илемлĕ хуткупăс сассине, юрра-ташша юратма пĕлекен çын кăна телейлĕ те сывлăхлă пулать терĕ.

М.Ягунов хăй кĕвĕленĕ юрăсен пуххин кĕнекине Федор Осиповпа Анатолий Макарова асăнмалăх парнелерĕ. Ку вара музыкăна юратакансемшĕн питех те пысăк парне пулса тăчĕ.

Ачасен ячĕпе М.В.Васильева çак тĕлпулăва йыхравланăшăн чунтан тав турĕ тата пултаруллă хуткупăсçăсене чăваш халăхĕшĕн нумай ырă ĕç тунишĕн телей те ăнăçу сунчĕ. «Çакăн хыççăн ачасен тен камăн та пулин хуткупăспа вĕренме кăмăлĕ уçăлчĕ пулĕ»,-терĕ юлашкинчен.

Хаваслă тĕлпулу хыççăн ачасем хавхаланса шкулалла çул тытрĕç.   



17 марта 2021
09:12
Поделиться
;