Моргаушский муниципальный округ

Çитрĕ килчĕ Çуркунне

Çитрĕ килчĕ Çуркунне

Кăçалхи çул хĕл сиввисем ниепле те пирĕнтен уйăрăлса каясшăн мар. Çивĕ çанталăка пăхмасăрах Москакасси культура Çурчĕ çумĕнче йĕркеленнĕ «Шуçăм» халăх юрăпа ташă ушкăнĕн артисчĕсем Хĕле ăсатса Çуркуннене кĕтсе илме шутларĕç. Вырсарникун, мартăн 14-мĕшĕнче, асăннă вăхăта культура Çурчĕ умне ял халĕхĕ Çуркуннене кĕтсе илме пуçтарăнчĕ. Килекенсене культура ĕçченĕсем выставкăпа паллашма йыхравларĕç. Кăмăл тăвакансем хаваспах ал-ĕç ăстисен ĕçĕсемпе паллашрĕç.

«Шуçăм» артисчĕсем ял халăхне малтанах «Валенки» юрăпа ташă кăшăлĕпе саламларĕ. В.Макарова пурин кăмăлне те çĕклерĕ çак асамлă юрăпа. Ушкăнпа та пĕршерĕн те илемлĕ юрăсем шăрантарчĕç артистсем. Ф.Автутова, Г.Вастрюкова юрланипе пурте саркаланса ташларĕç.

Уявра куракансене те ахаль тăма ирĕк памарĕç, тĕрлĕрен вăйăсене хутшăнтарса савăнтарчĕç. Илемлĕ такмаксем те шăрантарчĕç артистсемпе ял халăхĕ. Çăварни эрни пулнă майăн, пыл икерчине те астаивтерсе пăхтарчĕç. Вĕри икерчĕне кăмăлласах тутанса, тав сăмахĕ каларĕç пуçтарăннисем. Конкурсене хутшăнакансене пылак çимĕçсемпе сăйларĕç.

Акă маска тăхăнтартнă Катемпине çунтарма та вăхăт çитрĕ. Катемпи çуннă вăхăтра пурте: «Çак Катемпипе пĕрле пире çулталăк хушши нуша кăтартнă чир вĕçсе кайтăр, урăх пирĕн пата нихăçан та ан килтĕр!»,- тесе хыттăн кăшкăрчĕç. 

Çак уява йĕркелесе панишĕн, артистсене пысăк тав сăмахĕ каласа, килес çул татах тĕл пулмалла пултăр тесе саланчĕ ял халăхĕ. 

Чăнах та пурнăçра ĕçлеме кăна мар, тивĕçлĕ шайра канма та, савăнма та пĕлмелле. Малашне те çакăн пек кану вăхăчĕсем туса ирттерме шутларĕç культура Çурчĕн ĕçченĕсемпе «Шуçăм» артисчĕсем.

15 марта 2021
14:30
Поделиться
;