Моргаушский муниципальный округ

Ял тăрăхĕпе хуçалăх - çирĕп килĕшÿре

Ял тăрăхĕпе хуçалăх - çирĕп килĕшÿре

Уйкас Янасал ял тăрăхĕнчи тĕл пулу Ваçкссинчи Культура çуртĕнче иртрĕ. Асăннă ял тăрăхне халĕ çĕнĕ пуçлăх Виктор Волков ертсе пырать, ертÿçĕ çĕнĕ должноçа хăнăхса пыни курăнать.

 Виктор Александрович пухăннисене отчетлă докладпа паллаштарчĕ.  Территори лаптăкĕ  2425 гектар йышăнать, вăл шутра ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр  - 1827 гектар, ял çĕрĕсем 154,3 гектар, ытти çĕр 443,7 гектар йышăнать.

 Çак тапхăр тĕлне 7 яла пĕрлештерекен территоринче  386 хушма хуçалăх шутланать, 844 çын пурăнать. Иртнĕ çулта 5 ача çуралнă, 15 çын вилнĕ, çемье çавăракан тата уйрăлакан мăшăр пулман. Нумай ачаллă 12 çемьере 37 ача ÿсет.

Ял тăрăхĕн иртнĕ çулхи бюджечĕ  4 миллион та  675 пин тенкĕпе танлашнă, вăл шутра харпăр хăйĕн тупăшĕ 729,6 пин тенкĕ пулнă.  Вырăнти  7 ял хушшинчи çул-йĕре тытса тăма 226 пин тенкĕ тăкакланă. Çул-йĕре хĕллехи вăхăтра  тытса тăрассипе Ильич ячĕпе хисепленекен хуçалăхпа килĕшÿ тунă. Ку ĕçе пĕрремĕш çул кăна мар асăннă хуçалăх йĕркелет.

Ял тăрăхĕ çынсемпе килĕштерсе пуçарулăх бюджечĕн мелĕпе ĕçлесе пырать. Унпа усă курса Купăрляри   275 метр тăршшĕ çула  юсанă, ку ĕç валли 609 пин тенкĕ тăкакланă. Ваçкасси ялĕнчи 140 метр çула  тĕрлĕ бюджетран уйăрнă 251 пин тенкĕпе усă курса юсав ирттернĕ. Сосновка ялĕнчи çул юсавне 50,5 пин тенкĕ тăкакланă. Çак мелпе ял тăрăхĕ малашне те тимлеме палăртать, тума палăртнă ĕçсем татах та пур.

Республика шайĕнчен ялсене хăтлăх кĕртме уйăрнă 100 пин тенкĕпе Уйкас Янасалта, Уйкас Апашра, Сосновкăра çăлсем юсама, Купăрля, Кĕртекасси, Ваçкасси, Юрпаш ялĕсенче  картасем юсама усă курнă.

Ялсенчи урамсене каçхи вăхăтра çутатса тăма  бюджетран 120 пин тенкĕ тăкакланă. Мĕнпур лампочкăна энерги перекетлеме май параканни çине улăштарнă. Территоринчи хуçасăр шутланакан шыв башнисемпе шыв пăрăхĕсен сечĕсене  ял тăрăхĕн харпăрлăхне регистрациленĕ.

Çак тапхăр тĕлне  территоринчи мĕнпур çĕрпе тĕллевлĕ усă курса пыраççĕ. 699 пай çĕрĕ 915, 7 гектар йышăнать, вăл шутра çынсен харпăрлăхĕнче 266 пай çĕрĕ е 348,5 гектар, ял тăрăхĕн харпăрлăхĕнче  433 пай çĕрĕ е 567,2 гектар. Çĕр лаптăкĕсене Ильич ячĕпе хисепленекен хуçалăха арендăна панă. Асăннă территоринче ытти ял тăрăхĕнчи пек çĕр ыйтăвĕн çивĕчлĕхĕ палăрмасть, ăна вырăнти пуçлăхсем вăхăтра татса панă.      

Профилактика учетĕнче  1 çемье тăрать, тĕрĕслевре - 2 çемье, çул çитменнисен комиссийĕнче - 2 ача.

Çак тапхăр тĕлне вырăнти Культура çурчĕн ертÿçи тата художество пултарулăх ертÿçи çук, ĕç вырăнĕсем вакантлă шутланаççĕ. Ку ыйтăва кунта пĕрремĕш çул мар хускатаççĕ, çак должноçсемпе ĕçлес текенсене йыхравлаççĕ.

Кăçал тумалли ĕç те сахал мар. Вырăнти пуçлăх каланă тăрăх, ялсенчи çулсене юсассине малалла тăсмалла.  Хуçасăр объектсене ял тăрăхĕн харпăрлăхне регистрацилессипе малалла ĕçлемелле.  Шыв башнин тата шыв пăрăхĕсен сечĕсене юсава тăратма документсем хатĕрлессипе тимлемелле, юсавсăр электролампочкăсене вăхăтра улăштармалла, палăксемпе обелисксене юсамалла, Н. Никольский паркĕнче хăтлăх кĕртмелле.  Çынсен пурнăç условине меллĕрех тăвас тĕлĕшпе пуçарулăх бюджечĕн мелĕпе ĕçлессине малалла тăсмалла.  

Виктор Волков отчета вĕçленĕ май, тĕрлĕ мероприяти  ирттерессинче, ыйтусене татса парассинче пуçаруллă пулнăшăн вырăнти учрежденисен ертÿçисене, предпринимательсене, ял çыннисене тав турĕ, ĕçсене йĕркелеме пулăшнăшăн район администрацине ырăпа асăнчĕ.

Депутатсен район Пухăвĕн ертÿçи, вырăнти хуçалăх ертÿçи Игорь Николаев уйрăмах çул-йĕр тăвассипе тытса тăрасси, ялсене шывпа тивĕçтересси çинче чарăнчĕ, малашне пурнăçлама тăрăшмалли ĕçсене палăртрĕ. Ку шута уйрăмах шывпа тивĕçтерес çивчĕ ыйту кĕрет, ăна валли проектсем хатĕрлени вырăнлă пулмалла.

Çавăн пекех вăл хуçалăхра пĕрремĕш çул мар кадр ыйтăвĕ çивĕч тăнине асăнчĕ. Хуçалăх фермăра ĕçлес текенсене кĕтет. Ертÿçĕ техника паркне çĕнетсе тăнине пĕлтерчĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - финанс пайĕн пуçлăхĕ Р. Ананьева район аталанăвĕпе, пуçарулăх бюджечĕн проекчĕсемпе, ĕçмелли пахалăхлă шывпа тивĕçтерес программа ĕçĕпе паллаштарчĕ.  

Полици сотрудникĕ Д. Григорьев каланă тăрăх, территоринче иртнĕ çул икĕ преступлени пулнă.  Çавăн пекех вăл обществăлла йĕркелĕх ыйтăвĕ çинче чарăнчĕ, çĕнĕ участковăйпа  паллаштарчĕ, ултавçăсенчен асăрханмаллине аса илтерчĕ.



12 марта 2021
10:27
Поделиться
;