Моргаушский муниципальный округ

Поздравление Главы района - Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Международным женским днем

Поздравление Главы района - Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Международным женским днем

Хисеплĕ те хаклă  хĕрарăмсем!

 Сире пурне те  Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр!

Çурхи кун çĕр питне ăшăтса пĕтĕм тавралăха чĕртсе тăратнă пек эсир те çĕр çине çĕн пурнăç илсе килетĕр. Ачăрсене кунçул парса, вĕсем чăн-чăн çын пулса ÿсчĕр  тесе тимлетĕр. Вĕсене ырă кăмăллă, ĕçчен те маттур пулма вĕрентетĕр. Сирĕн. сар хĕвел пек  йăл куллăрпа  ытарайми ырă кăмăлăр пирĕн чуна ăшăтать. Çемье телейĕшĕн, кил ăшшине упранăшăн, пÿртри ачасен сассишĕн,  юратушăн тавах сире чунтан.  .

Эсир тума пĕлмен ĕç çук та пулĕ çĕр çинче. Кирек епле сферăра вăй хурсан та, эсир яланах пултаруллă, малтисен ретĕнче. Обществăлла ĕçре те эсир пуçаруллă та  хастар. Çавăнпах ĕнтĕ пирĕн район çулсеренех вăйланса, тĕрекленсех пырать.

Юратнă хĕрарăмсем! Эсир пуртан пурнăç илемлĕ, эсир пуртан  эпир телейлĕ. Сывлăхăр çирĕп, кунçулăр вăрăм пултăр, Ĕçĕрсем те ăнсах пыччăр. Ачăрсем савăнтарса кăна тăччăр. Çывăх çыннăрсен  юратăвĕ сире пурăнма, ĕçлеме вăй-хал хуштăр. Сăн-питĕрте йăл кулă нихăçан та ан çухалтăр.

 

 

Район пуçлăхĕ – депутатсен районти

 Пухăвĕн председателĕ                                                                        И.В. Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                                        Р.Н. Тимофеев.



05 марта 2021
10:39
Поделиться
;