Моргаушский муниципальный округ

«Чечеклен, юратнă Муркаш ен!» фестиваль – конкурс - Москакассинче

«Чечеклен, юратнă Муркаш ен!» фестиваль – конкурс - Москакассинче

Муркаш районĕнче çулсеренех йăлана кĕнĕ «Чечеклен, юратнă Муркаш ен!» фестиваль-конкурса туса ирттереççĕ. Çак конкурса Муркаш районĕнче вырнаçнă культура Çурчĕсенче йĕркеленнĕ пултарулăх ушкăнĕсем хаваспах хутшăнаççĕ.

Кăçалхи çул Раççĕй президенчĕ В.В.Путин указĕпе Наукăпа технологи тата Чăваш Республикин О.А.Николаев хушăвĕпе   Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тунă çынсен ĕç паттăрлăхĕ çулталăкĕ тесе ят панă. Шăпах çакна халалласа ирттереççĕ те ĕнтĕ фестиваль-конкурса.

Москакасси культура Çуртĕнче фестиваль-конкурс февралĕн 26-мĕшĕнче пулса иртрĕ. Фестивальте виçĕ пултарулăх ушкăнĕ хутшăнчĕ. Ярабайкассинчи халăх ятне тивĕçнĕ «Екрем» фольклор ушкăнĕ, Рыкакассинчи «Туслăх» тата Москакасси культура Çурчĕ çумĕнче йĕркеленнĕ «Шуçăм» халăх юрăпа ташă ушкăнĕ. Вĕсен пултарулăхне хак пама Муркаш район администрацийĕн культура, архив ĕçĕсен тата туризм пайĕн ертÿçи Л.А.Рыжкова, Муркаш район Централизациленĕ клуб системин ертÿçи И.А.Смирнов тата Муркаш район Централизациленĕ клуб системин тĕп режиссерĕ С.А.Каликов килсе çитрĕç.

Культура Çуртне концерт пăхма килнĕ çынсем малтанах выставкăпа паллашрĕç. Çак выставкăна Москакасси ял тăрăхĕнче пурăнакан ал-ĕç ăстисем йĕркеленĕ. Акă вĕсем А.В.Брагина-Уйкас Хачăк ялĕнчен, С.В.Николаева - Ахмане салинчен.

Çавăн пекех Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тунă çынсен ĕç паттăрлăхĕ çулталăкне халалласа ял библиотекарĕ Л.Ваншкина тата культура Çурчĕн ертÿçи Г.Голубева выставка туса хатĕрленĕ.  Концерт пуçланиччен Москакасси библиткин ертÿçи залра ларакансене  çакăн пирки презентаци туса ирттерчĕ. Çак хаяр çулсенче çынсем мĕнле нуша курса окопсем чавни çинчен каласа пачĕ, экран çинче 1941-1942 мĕш çулсенче окопсем чавнă çĕрти сăн ÿкерчĕкĕсене, документсене пăхса ларчĕç залра ларакансем. Вăл вăхăтра окопсем чавма 15-16 çулхи çамрăксем те хутшăннă, çав хушăрах кĕçĕнрех ачасем те пулнă. Питех те йывăр вăхăтра чавмалла пулнă, 1941-мĕш çулхи 28-мĕш октябрьтен   пуçласа 1942-мĕш çулхи январĕн 20-мĕшĕнче вĕçленĕ çак йывăр та нушаллă ĕçе.  

«Екрем» ушкăн «Шурă хурăн» юрăпа фестивале уçрĕ. Çăпата ташшине те илемлĕн ташларĕç артистсĕм. «Мир пултăр, ĕмĕр-ĕмĕре» сăвва Тамара Горшкова чĕрене кĕрсе вырнаçмалла каласа пачĕ. Юлашкинчен фольклор ушкăнĕ çак хаяр вăрçăра окоп чавма каякансем çинчен «Сăр хĕрне ăсатни» сценкăна лартса пачĕç. 

Рыкакассинчи «Туслăх» пултарулăх ушкăнĕ нумаях пулмасть йĕркеленнĕ пулин те, хăйĕн пултарулăхĕпе пурне те тыткăнлама пултарчĕ. Концерт программине В.Акимова çав тери ăста ертсе пычĕ. Концерт программинче юрри те, ташши те, сăвви те, вăрçă темипе йĕркеленĕ сценки те пулчĕ. Г.Короленко «Санăн мăшăру эп пулаймарăм», В.Акимова «Зорька алая» юрăсене çав тери çепĕççĕн те илемлĕн шăрантарчĕç, залра ларакансене тыткăнламаллипех тыткăнларĕç. Юрăпа ташă кăшăлĕсемпе те савăнтарчĕ «Туслăх» ушкăн. Рыкакасси артисчĕсене Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н.Кондукторова баянпа та, хуткупăспа та   хавхалантарса тăчĕ.

Юлашкинчен «Шуçăм» халăх юрăпа ташă ушкăнĕ куракансене тата тÿресене хăйĕн юрри-ташшипе хавхалантарса тăчĕ. Куракансемшĕн юрри те, ташши те чуна кĕрсе вырнаçмалла пулчĕ. Иртсе кайнă Çĕршыва хÿтĕлекенсен кунĕ ячĕпе Арсений Тимофеев «Защитники Отечества» юрра чуна кĕрсе вырнаçмалла юрларĕ.  А.Макаров баянпа А.Тимофеев флйтăпа вырăс юррисене шăрантарчĕç. Ку куракансемшĕн çĕнĕлĕх пулчĕ. Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тунă çынсен ĕç паттăрлăхĕ çулталăкне халалласа артистсем «Аса илÿ» сценкине кăтартрĕç. Хĕрарăмсен ушкăнĕ «Аса ил-ха, савни» юрра çепĕççĕн те илемлĕн шăрантарчĕ. Хуткупăс ăсти тата юрăç Ф.Осипов хăйĕн хуткупăсĕпе выляса илемлĕ юрăсем шăрантарчĕ. Ташă ушкăнĕ пирки илес пулсан, кăçал çак ушкăн тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕ. Мĕн чухлĕ тĕрлĕ  халăхăн пуян ташшисене пăхса савăнмарĕç пулĕ залра ларакансем. Кăçалхи çул çĕнĕ ташăсем сцена çине тухнишĕн, уйрăмах ашшĕ-амăшĕсемшĕн питех те пысăк парне пулчĕ. Мĕн чухлĕ кĕтнĕ вĕсем çак ташăсене курас тесе. Хăйсен ачисем çавăн пек пултаруллă пулнишĕн, савăнмаллипех савăнчĕç вĕсем. Концерт вĕçленсен вĕсем пултаруллă ертÿçĕне, Ирина Петрована, сырса илсе питĕ пысăк тав сăмахĕ каларĕç. Нимĕнле чир-чĕре пăхмасăр, сентябрь уйăхĕнчен пуçласах вĕрентме пуçланă çĕнĕ ташăсене хастар ертÿçĕ. Искусствă шкулĕнчен вĕренсе тухни харама каймарĕ çамрăк хĕрсемпе каччăсемшĕн, вĕсем чăннипех те маттур ташласа куракансене тыткăнлама пултарчĕç. Уйрăммăн юрлакансем Ф.Автутова, В.Голубев та куракансен кăмăлĕсене хăйсен çепĕç сассисемпе савăнтарчĕç. Юрăпа ташă кăшăлĕсене пултаруллă ушкăн тивĕçлĕ шайра кăтартма пултарчĕ. Концерта Прасковья Лебедева чăн-чăн конферансье пек ертсе пычĕ. Унăн кашни сăмахĕ витĕмлĕ пулчĕ.

Концерт вĕçленсен, Г.Голубева артистсене те, куракансене те, концерта хак паракансене те, пурне те пысăк тав сăмахĕ каларĕ. Выставкăна йĕркелекенсене тав çырăвĕпе асăнмалăх парне парса, малашне те культура ĕçĕнче пĕрле алла-аллăн тытăнса ĕçлесе пыма ăнăçу та телей сунчĕ.

А.В.Брагина, художник, тĕрлĕ енлĕ ал-ĕç ăсти, чăваш художникĕсен правленийĕн секретарĕ  сăмах илчĕ. Вăл пур пултарулăх ушкăнне те çак илемлĕ концертшăн тав сăмахĕ каларĕ. Малашне те культура Çурчĕн ĕçченĕсемпе пĕрле килĕштерсе ĕçлеме, яланах пулăшса пыма шантарчĕ. Сăмах майăн каласан, унăн кăçалхи çул виççĕмĕш выставка йĕркеленчĕ культура Çуртĕнче.

Урамра çил-тăвăл вĕçтерни никамăн кăмăлне те хуçмарĕ çак каç. Килелле тулли кăмăлсемпе саланчĕç куракансемпе артистсем.



02 марта 2021
08:40
Поделиться
;