Моргаушский муниципальный округ

Поздравление Главы района - Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Днем защитника Отечества

Поздравление Главы района - Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Днем защитника Отечества

Хаклă ентешсем!

Вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсем, мирлĕ вăхăтра çапăçусене хутшăннă салтаксем, паян çарта тăракансем, çара кайма хатĕрленекенсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем!

Сире пурне те Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

Çак кун - хастарлăхпа паттăрлăх уявĕ. Тăван çĕршыва хÿтĕлесси яланах чыслă тивĕç шутланнă, ку халĕ те çаплах.

Раççей çарĕпе флочĕн вăй-хăвачĕ пирки паян тĕнчипех лайăх пĕлеççĕ. Çар çыннисен ăсталăхĕ çултан-çул ÿссе пырать, çар службин сумĕ пысăкланать. Çавăнпах пирĕн ывăлсем тăван çĕршыва чыслăн хÿтĕлеççĕ. Вĕсем хăйсен тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланине çар чаçĕсенчен килекен Тав хучĕсем те çирĕплетеççĕ.

Ку таранччен паттăррăн çапăçса пуç хунисене эпир, халĕ пурăнакан ăру, яланах асра тытатпăр. Çакăнпа пĕрлех ветерансене, çар çыннисене çитĕнекен ăрăва чăн-чăн патриот тĕслĕхне кăтартнăшăн тав сăмахĕ калатпăр. Эсир пулăшнипе пирĕн районта тăван çĕршыва юратакансем ÿсеççĕ.

Уяв ячĕпе саламласа, пурне те çирĕп сывлăх, ырлăхпа телей, çирĕплĕх сунатпăр.

 

Район пуçлăхĕ - депутатсен районти     Пухăвĕн  председателĕ                            И.В. НИКОЛАЕВ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                                                          Р.Н. ТИМОФЕЕВ.



20 февраля 2021
11:56
Поделиться
;