Моргаушский муниципальный округ

Москакассисен плансем пысак

Москакассисен плансем пысак

Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем вырăнти актив тата халăх умĕнче отчет туса пани кирлех. Çакна Москакасси ял тăрăхĕнче уйрăмах çивĕч туятăн. Ытти ял тăрăхĕнчипе танлаштарсан, кунта бюджет та пысăкрах – пысăкрах ĕçсем пурнăçлама пулать, çыннисем те активлăрах – тĕрлĕ шухăш-кăмăла шута илмелле.

Иртнĕ çул пурнăçланă ĕçсене те çынсем унччен çĕкленĕ ыйтусене, вĕсен сĕнĕвĕсене шута хурса пурнăçланă. Çакна палăртса пуçларĕ те хăйĕн докладне Москакасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Денис Кириллов.

Çынсем ял тăрăхĕн администрацине тĕрлĕ ыйтупа тухнă. Ытларахăшĕ çĕрпе усă курасси пирки, строительствăпа, коммуналлă услугăсемпе тивĕçтерессипе, тирпей-илем кĕртессипе çыхăннисем пулнă. Пур ыйтăва та вăхăтра хурав панине пĕлтерчĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ. Кунсăр пуçне кашни ялтах ял пухăвĕсене ирттерсе шывпа тивĕçтерессипе, ялсенче тирпей-илем тытса тăрассипе, хăрушсăрлăхпа тата ыттипе çыхăннă ыйтусене çĕкленĕ.

Ял тăрăхĕнчи 16 ялта пурĕ 2600 ытла çын пурăнать. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне тÿлевсĕр çĕр лаптăкне тивĕçмелли право пуррисене пурĕ 73 çемьене учета илнĕ, вĕсенчен 35 çемьене çĕрпе тивĕçтернĕ. Виçĕ çемье «Обеспечение жильем молодых семей» программăпа усă курса хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма пултарнă. Ял тăрăхĕнчи тепĕр çемьене иртнĕ çул черете тăратнă.

Москакасси ял тăрăхĕнчи пур ялта та урамсене тĕттĕм вăхăтра çутатса тăрас тĕлĕшпе энерги прекетлесси çине куçнă. Çавна май бюджетран çутăшăн тăкакланă сумма та пысăк мар – 290 пин тенкĕ ытла.

Халăхра каланă пек, поселокран куллен кирлĕ таварсен лавккине кайма çынсен республика пĕлтерĕшлĕ çул урлă каçса çÿреме тивет. Çак вырăнта вара инкексем сахал мар, вăл шутра çын вилни пулнине те аса илтерчĕ Денис Кириллов. Çавăнпа çулăн ял çывăхĕнчи лаптăкне çутатса тăрас ыйту çивĕч тăнă. «Районти ертÿçĕсем пирĕн ыйтăва ăнланнипе, пулăшнипе çулăн çак лаптăкне çутатса тăма май тупрăмăр. Кунсăр пуçне Ахмане тата Ситуккасси ялĕсем çывăхĕнче федераци трасси урлă çĕр çийĕнчи каçăсене тума кирли пирки эпир пĕрре мар Чăваш Республикин Транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министерствине çырупа тухнă. Район администрацийĕ тата «Сеспель» пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ Владимир Бакшаев витĕм кÿнипе çак каçăсене тăвас ĕçе тытăннă», – пĕлтерчĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ.

2020 çулта Вăрманкас Хачăкра та, Уйкас Хачăкра та 310- шар метр тăршшĕ çулсем юсанă. Çак ĕçсене пурнăçлама 1 млн та 200 пин тенке майлă тăкакланă. Уйкас Хачăкра Садовая урама каçмалли çула – пĕве пуçне сарлакалатнă. Унсăрăн пĕве татса каяс хăрушлăх пысăк пулнă иккен.

Халăх активлăхĕ пуçарулăх бюджечĕн мелĕпе усă курнинче лайăх палăрать. Москакасси ял тăрăхĕнче çак программăпа усă курса пысăк проектсем пурнăçа кĕртме пултарнă. Москакасси ялĕнче 5 миллион тенке майлă «тăракан» шыв пăрăхĕсен тытăмне улăштармалли проект хатĕрленĕ. Çынсем килĕрен 2500-шер тенкĕ пухнă. Аукционра проект хакĕ 3 658 пин ытла тенкĕ таран чакнă. Çапла шыв пăрăхĕсен тытăмне те улăштарнă, перекетленнĕ укçапа килсене шыв кĕртес, шыв башнисене çирĕплетес ĕçсене пурнăçланă, тепĕр шыв башнине юсанă тата башньăна ĕçлеттерме тăкакланă электроэнергишĕн пухăннă парăма тÿленĕ.

Иртнĕ çул Ситуккассинче те шыв ыйтăвне татса панă. Кунта та шывпа тивĕçтерекен тытăма пуçарулăх бюджечĕн мелĕпе юсанă. Ĕç калăпăшĕ каллех 3 миллионран пысăк пулнă. Ку ялсем килĕрен 15- шер пин тенкĕ пухма килĕшнĕ. Предприятисем 20-шер пин тенкĕ парса, «Сеспель» кивĕ башньăна юсаса пулăшнă. Аукционра перекетленнĕ укçапа ытти ĕç тума пултарнă. Кăçал ку ялти ытти урама та шыв çитересшĕн.

Кашни яла панă 100-шер пин тенкĕпе те туллин усă курнă.

Ял тăрăхĕнчи çулсене тытса тăма иртнĕ çул 530 пин ытла тенкĕ тăкакланă. Аслă Çĕнтерĕвĕн юбилейлă çулĕнче ял тăрăхĕнчи палăксене юсанă, рыккакассисем вара хăйсен пуçарăвĕпе палăк туса лартма пултарнă.

Денис Кириллов кăçал та Москакасси ял тăрăхĕнче шывпа тивĕçтерес ыйтупа тимлесе ĕçлеме палăртнине пĕлтерчĕ. Уйкас Хачăк тата Анаткас Хачăк ялĕсенче шыв пăрăхĕсен тытăмне пуçарулăх бюджечĕн мелĕпе юсасшăн. Рыккакассинче скважина алтасшăн тата шыв пăрăхĕсене хурасшăн. Май пулсан Уйкас Хачăкри тата Москакассинчи шыв башнисене те çĕннисемпе улăштарассине пăхса хунă.

Хачăк Сали ялĕнчи çула юсассин проектпа смета докуменчĕсемпе ĕçлеме тытăннă. Ку тĕлĕшпе те тăкаксем пысăк пулассине асăнчĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ.

Çывăх малашлăхра Москакассинче нумай хваттерлĕ çĕнĕ çурт та, илемлĕ парк та «курасшăн».

Хальлĕхе вара ку тăрăхри çивич ыйту – ача садне тăвасси. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев районти пĕтĕмĕшле лару-тăрупа паллаштарнă хыççăн шăпах ку ыйту çинче те тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Çапла 160 ача вырнаçмалăх ача сачĕн проектне хатĕрлес тата экспертиза тухас ĕçсене май пур таран кĕске вăхăтра пурнăçламаллине палăртрĕ.

Вырăнти активлă çынсен ытти тĕрлĕ ыйту та чылай пулчĕ. Шкулта видеокамерăсем вырнаçтарассипе, çÿп-çап контейнерĕсем патĕнчи юра камăн тасатса тăмаллипе, Рыккакассинчи клуба юсассипе кăсăкланчĕç. Уйкас Хачăкри ачасем валли вылямалли площадка кирлине пĕлтерчĕç. Сĕт хакĕ пĕчĕкки те пăшăрхантарать çынсене, коронавируса пула йышăннă чикĕлевсене хăçан пăрахăçласси те. Москакассисем вырăнти врач амбулаторийĕнче юсав ĕçĕсем туса ирттермеллине те кураççĕ, ахманесем вара электричествăпа çыхăннă ыйтусем пуррине те пĕлтерчĕç.

Ку ял тăрăхĕнче пĕлтĕр-кăçал ултавçăсен аллине çакланнисем пĕрре мар пулнăран пухăва пынисем Виктор Алексеев участковăйăн сăмахне те тимлесех итлерĕç.



18 февраля 2021
15:15
Поделиться
;