Моргаушский муниципальный округ

Нискассисем шыв ыйтăвĕ татăласса кĕтеççĕ

Нискассисем шыв ыйтăвĕ татăласса кĕтеççĕ

  Февралĕн 16-мĕшĕнче Ярославка ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Сергей Шадрин вырăнти халăхпа 2020 çулта туса ирттернĕ ĕçсене тата çитес вăхăтра пурнăçлама палăртнисене сÿтсе яврĕ. Тĕл пулăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев хутшăнчĕ.

Хăш-пĕр çĕрти пекех кунта та демографи лару-тăрăвĕ кăткăсси курăнать. Иртнĕ çул территоринче 3 ача çуралнă, пурнăçран уйрăлнă  çынсем 19-ăн пулнă,  2 çемье çавăрнă, 3 мăшăр уйрăлнă. Вырăнта пурăнакансен пĕтĕмĕшле йышĕ 1318 çын. Çав шутран 135 çын иртнĕ  çул республика шайĕнчен сумалли ĕнесемшĕн уйăрнă субсидипе усă курнă.   

 Сергей Шадрин каланă тăрăх, ял тăрăхĕн иртнĕ çулхи бюджечĕ 9809177,3 тенкĕ чухлĕ пулнă, вăл шутра харпăр хăй тупăшĕ 421891 тенкĕ. Тăкак - 8753931,4  тенкĕ, тупăш  -  9122002,4 тенкĕ.    

 Вырăнти бюджетри тĕп тÿпе - уйрăм çынсенчен пухăннă çĕр тата пурлăх налукĕсем. Пуçлăх каланă тăрăх, парăм тÿпи ытларах аякра пурăнакан çынсем çинче. Çĕр, пурлăх тата транспорт налукĕсен пĕтĕмĕшле парăмĕ  1123304,6  тенкĕпе танлашать.  

  Ял тăрăхĕ пуçарулăх бюджечĕн мелĕпе япăх мар ĕçлесе пырать. Иртнĕ çул Тăмкасси ялĕнчи Звездная урамри тата Конный тăкăрлăкри çул-йĕре юсанă,  ĕç хакĕ 3 миллион та 7 пин тенкĕпе танлашнă. Çавăн пекех çак мелпе Чемей тата Варпуç ялĕсенчи шыв пăрăхĕсен çыхăнăвне юсанă. Ку ĕç валли 1 миллион та   325 пин тенкĕ тăкакланă.

 Паянхи пурнăçа пахалăхлă çул-йĕрсĕр ăнланма çук, вăл кашни çынна пырса тивет. Хĕллехи вăхăтра çул-йĕр тытса тăрассипе аукцион ирттернĕ тăрăх, Р. Ананьев предпринимательпе 338556 тенкĕлĕх муниципалитет килĕшĕвĕ тунă.    Йăлари çÿп-çап пухма 15 контейнер площадки тунă.   

Ял тăрăхĕнче çынсем кирлĕ мар тесе палăртнă пай çĕрĕсене муниципалитет харпăрлăхне куçарас ĕç вĕçленсе пырать. Çак тапхăр тĕлне вĕсенчен 779,9 гектартан  24 лаптăк йĕркеленĕ. Вăл шутран 777,8 гектарлă 23 лаптăка аукциона тăратнă,  418677,80 тенкĕлĕх аренда килĕшĕвĕ тунă. Çĕр лаптăкĕсене арендăна парас ĕç малалла тăсăлать.

Нумай ачаллă çемьесене тÿлевсĕр çĕрпе тивĕçтермеллисен  учетне  11 çемьене илнĕ, вăл шутран 5 çемьен ыйтăвне тивĕçтернĕ, 6-шĕ черет  çитессе кĕтет.

Территоринче спорт мероприятийĕсене ирттересси, ун тулашĕнчи ăмăртусене хутшăнасси ырă йăлана кĕнĕ. Ял тăрăхĕ физкультура учительне  Г. Осипова халалласа волейбол турнирне ирттерет. Çынсен канăвне йĕркелессипе те ĕçсем пыраççĕ, клуб пĕрлешĕвĕсем иртеççĕ.    

Ял тăрăхĕ кăçал çĕре арендăна парассипе, хуçасăр объектсене регистрацилессипе малалла ĕçлеме, шывпа тивĕçтерекен объектсене концесси мелĕпе ĕçлесси çине куçарма палăртать. Нискассинчи шыв пăрăхĕн сетьне капиталлă юсав тăвасшăн, ялсенчи çулсене юсассине малалла тăсасшăн. Сергей Шадрин вырăнти çынсене пĕрле ĕçленĕшĕн тата район администрацине пулăшса пынăшăн тав турĕ.   

 Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев    район аталанăвĕпе, çитес вăхăтра тума палăртнă ĕçсемпе  паллаштарчĕ, пуçарулăх бюджечĕпе  ĕçленин меллĕхĕ тата ытти  çинче  чарăнчĕ.

 Сиенлĕ пултăранпа кĕрешме республикăра ятарлă программа çирĕплетнĕрен ку енĕпе ял тăрăхĕнче ĕçлемелли сахал мар пулĕ. «Улыбка» ача садне çÿрекен сахал пулнăран çак учреждени  малашлăхĕ те шухăшлаттарать. Халĕ унта 41 ача çÿрет. Нискасси шкулĕ юсав ĕçне кĕтет.  Çавăн пекех ял тăрăхĕнче 60 соттăй çĕр лаптăкĕсем пирки те ыйту çивĕч тăрать.   Ыйтусем шыв, çул, ытти объект юсавĕ пирки те пулчĕç.  



17 февраля 2021
17:06
Поделиться
;