Моргаушский муниципальный округ

«7 юрă» передачăра пулса килтĕмĕр

«7 юрă» передачăра пулса килтĕмĕр

Февралĕн 10-мĕшĕнче пирĕн пата йыхрав ярса пачĕç. Ку йыхрав Наци радиовĕнчен пулчĕ. «7 юрă» передачăна ертсе пыракан О.И.Прокопьев «Шуçăм» юрăпа ташă ушкăнĕнче юрлакансене тата хамăра килĕшекен 7 юрăна ярса пама ыйтрĕ. Эпир хаваспах килĕшрĕмĕр.

Çак тĕл пулăва «Шуçăм» ушкăна чылай çул хушши юрлама çÿрекенсем хутшăнма кăмăл турĕç. Акă вĕсем: Г.Голубева, Вера Макарова, Мария Кораблева тата Н.Захаров. Февралĕн 11-мĕшĕнче каçхи 20 сехет те 20 минутра   тÿрĕ эфирта пулса килчĕç вĕсем. Питех те кăмăллă иртрĕ çак тĕл пулу. Кашнинпех тĕплĕн паллаштарчĕ О.Прокопьев. Çак передачăна кăмăллакансем пурте илтрĕç пулĕ тÿрĕ эфирта мĕн калаçнине. Кунта кашни юрă янăранă хыççăн юрăна сăнарласа пама ыйтрĕ ертсе пыракан. Паллах, юрра-ташша кăмăллакансем унăн ыйтăвĕ çине тĕрĕс хуравсем пама пултарчĕç. Эфирта вара Муркаш районĕнчи паллă композиторсен, сăвăçсен тата юрăçсен юррисем янăрарĕç. Акă вĕсем К.Марков, В.Романов композиторсем, О.Прокопьев сăвăç, Е.Штрукина (Голубева) «Тавах аннеçĕм», Д. Чермакова (Макарова) «Чăваш ен», И.Кораблева «Кăвайт» юрăçсем. Вĕсем шăрантарнă юрăсем паллах хамăр район чысне çÿле хăпартни пулать тесе шутлатпăр эпир.

Эфира килнĕ кашни артистпах тĕплĕн калаçрĕ О.Прокопьев. Çак передачăра «Шуçăм» халăх юрăпа ташă ушкăнĕн историйĕ çинче те чарăнса тăчĕ пултаруллă ертÿçĕ. «Мĕн тери пултаруллă юрăçсем сирĕн ушкăнран çитĕнсе тухса кайнă, паллах сирĕн тÿпе çакăнта питĕ пысăк», - терĕ. Эпир те, эфирта ларакансем, унăн сăмахне çирĕплетрĕмĕр. Чăннипех те çак юрăçсем мĕн пĕчĕкрен çак ушкăнра юрласа ташласа çитĕннĕ. Вĕсенчен Е.Голубева, Д.Чермакова Шупашкарти Ф.Павлов ячĕпе хисепленекен училищинчен вĕренсе тухнă. Дарья халĕ Шупашкарти культура институтĕнче аслă пĕлÿ илес тесе тăрăшать. И.Кораблева Чăваш патшалăх университетĕнче филологи уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă. Паянхи кун вăл чунĕпе юрă тĕнчине парăннăскер, ятарлă пĕлÿ илмен пулсан та, сăввине те кĕввине те хăех çырса, хăех шăрантарать. Паянхи кун унăн çÿпçинче 30 юрăна яхăн. 

Ертÿçĕ ыйтăвĕсем çине пурте хавхалансах хуравне пама тăрăшрĕ. В.Макарова хăйĕн йăхĕ пирки те кĕскен каласа пачĕ. 1980-мĕш çулсенче «Шуçăм» ушкăна унăн мăшăрĕ А.Макаров ертсе пынă. В.Макарова паллах мăшăрне пысăк пулăшу парса тăнă. Ун чухне «Шуçăм» ушкăн «халăх» ятне илмен пулин те, таврара çак ушкăнăн ячĕ çÿлти шайра пулнă. «Шуçăм» ушкăн ăçта кăна пулса курман пулĕ. Кирек ăçти сцена çинче пулсан та, вĕсен пултарулăхне пысăк хак панă куракансем. Çак хака пани ятарласа уçнă кĕнеке çинче палăрса тăрать.  А.Макаровпа И.Петрова ертÿçĕсем тăрăшнипе 1996-мĕш çулта Шупашкартан ятарласа килнĕ тÿресем хак панă хыçăн «халăх» ятне илме  тивĕç пулчĕç артистсем. Мĕн тери савăнăç, мăнаçлăх хуçаланчĕ хăйсене çакăн пек пысăк хак панă хыççăн. Çавăн пекех Н.Захаров, М.Кораблева тата Г.Голубева та хавхалансах каласа пачĕç пултарулăх ушкăнĕ çинчен тата хăйсене кăмăла кайнă юрăсм çинчен. Паянхи кун та çак ята çÿллĕ шайра тытса пыма тăрăшаççĕ Москакассинчи «Шуçăм» артисчĕсем (паянхи кун çак ушкăнăн ертÿçисем çук, хăçан пуласси те паллă мар – халĕ?).

В. Романовăн «Янăрать вăрман» юрăна Вăрмар районне кĕрекен Арапуçĕнчи культура Çурчĕн ертÿçи Марина Кузьмина чĕрене кĕрсе вырнаçмалла шăрантарчĕ. Сăмах майăн каласан, çак культура Çуртĕнчи ĕçченĕсемпе Москакассинчи культура ĕçченĕсем туслăх кĕперне 2019-мĕш çулта хыврăмăр. Çак туслăх пĕр-пĕрин патне концертсемпе çÿренипе уçăлчĕ. Паянхи кун та эпир пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлесе пыратпăр. Пĕр-пĕрин опычĕсемпе паллашма тăрăшатпăр, пĕр-пĕрпне сĕнÿсем те паратпăр.

Алена Акăшпи (Лебедева) О.Прокопьев çырнă, К.Марков кĕвĕленĕ «Ай, Турах та Турă, тур лашийĕ» юрра тĕлĕнмелле илемлĕ шăрантарчĕ. Вăл, Калайкасси ялĕнче Михаилпа Галина Лебедевсен çемьинче çут тĕнчене килнĕ. Мĕн пĕчĕкрен вăл асамлă юрă тĕнчине пурăнса çитĕннĕ, мĕншĕн тесен унăн ашшĕпе амăшĕ те пултаруллă юрăçсем. Калайкасси клубĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнне çÿресе, мĕн чухлĕ куракан чунĕсене тыткăнламан пулĕ вĕсем. Алена та аслă пĕлÿ илсе, паянхи кун та халăхăн чунне хăйĕн илемлĕ сассипе тыткăнлать.

Çавăн пекех çак эфирта эпир пĕлекен паллă юрăçсен юррисем те шăранчĕç. А.Федорова «Тăван ялăм». А.Московскийпе Е.Воробьева «Кирлĕ марччĕ пире паллашма», С.Владимиров «Иртрĕ сарă кĕрокунне» юррисем пурин чĕрине те кĕрсе вырнаçрĕç пулĕ.

2014-мĕш çулта ятарлă пĕлÿ илнĕ Сергей Николаев каччă «Шуçăм» ушкăна çил пек вĕçсе кĕчĕ.  Вăл килсенех «Шуçăм» ушкăн вĕресе кăна тăчĕ. Пултаруллă, ларма - тăма пĕлмен ертÿçĕ, юрлама та ташлама та вĕрентрĕ ушкăна çÿрекенсене. Вăл тăрăшнипех культура Çуртĕнче «Эчкерен çăлтăрĕсем» эстрада ушкăнĕ те çуралчĕ. Мĕн чухлĕ çĕнĕ юрă, ташă вĕренмерĕмĕр пулĕ çак çулсенче вăл вĕрентсе пынипе. Паллах, вăл Р.Семенов «Шуçăм» пултарулăх ушкăнĕн ертÿçипе çав тери алла-аллăн тытăнса, пĕр-пĕрне пулăшса пырса, тачă ĕçлесе пычĕç. Çак ушкăнăн тепĕр пултаруллă ташă ертÿçи - И.В.Петрова. Вăл 1991 çултан пуçласа çулсеренех репертуара çĕнетсе, илемлетсе пыраканĕ. Çак çулсем хушшинче 100 яхăн та ташă лартма пултарчĕ пултаруллă ертÿçĕ.

Юлашкинчен «Шуçăм» халăх юрăпа ташă ушкăнĕнче тăрăшса вăй хунă С.Николаев «Санпа пĕрле» юрăпа пердача вĕçленчĕ.

Москакасси «Шуçăм» артисчĕсем О.Прокопьева тата кунта тăрăшакансене çак передачăна йыхравланăшăн, чунтан тав туса уйрăлчĕç.



12 февраля 2021
17:09
Поделиться
;