Моргаушский муниципальный округ

Поздравление Главы района - Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Днем российской и чувашской печати

Поздравление Главы района - Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Днем российской и чувашской печати

Пичет ĕçĕн хисеплĕ ĕçченĕсем, çак ĕçĕн ветеранĕсем, хаçат тусĕсемпе вулакансем!

Сире пурне те Раççей Пичечĕн тата çывхарса килекен Чăваш Пичечĕн  кунĕсемпе чун-чĕререн саламлатпăр.

Сирĕн ĕç питĕ яваплă. Районта пулса иртекен  ĕçсене вăхăтра тĕрĕс тата пур енлĕн çутатса пама тăрăшатăр. Ял çыннисем пурнăçра пулса иртекен улшăнусене ăнланса йышăнасси, вĕсене тĕрĕс хак парасси хăвăртан нумай килнине туйса ĕçлетĕр.

Халăха хумхантаракан ыйтусене хускатнипе пĕрлех ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăракансемпе, çавăн пекех  пурнăçри çĕнĕлĕхсемпе тата  малти опытпа та паллаштаратăр.

Тавах сире хăвăрăн тивĕçĕре чун-чĕре хушнă пек тата пысăк ответлăхпа пурнăçланăшăн. Район хаçачĕ вулакансемшĕн  интереслĕ пултăр, вĕсен йышĕ ÿссех пытăр.

Сире пурне те çирĕп сывлăх, телейлĕ вăрăм кунçул, ĕçре ăнăçу  сунатпăр.

 

Район пуçлăхĕ – депутатсен районти

 Пухăвĕн председателĕ                                             И.В. Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                               Р.Н. Тимофеев.



12 января 2021
19:01
Поделиться
;