Моргаушский муниципальный округ

Поздравление Главы района - Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Новым годом и Рождеством Христовым

Поздравление Главы района - Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Новым годом и Рождеством Христовым

Хаклă ентешĕмĕрсем!

Сире пурне те Çĕнĕ çул тата çывхарса килекен раштав уявĕпе  чун-чĕререн саламлатпăр.

Çăмăлах пулмарĕ 2020 çул. Апла пулин те  эпир сирĕнпе район малалла аталану çулĕпех çирĕппĕн уттăр тесе сахал  мар ĕç туса ирттертĕмĕр. Нихçанхинчен те тухăçлăрах тырпул туса илтĕмĕр. Çулсем юсассипе те ăнăçлă ĕçлерĕмĕр. Ял çыннисен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатассине те пысăк тимлĕх уйăртăмăр. Вĕрентÿ, культура  учрежденийĕсене юсассипе сахал мар тăрăшрăмăр. Кашни отрасльтех ырă улшăнусем пулчĕç.

Хаклă çыннăмăрсем! Ку таранччен тунă ĕçе эпир пĕрле турăмăр. Тавах сире çакăншăн. Çитес  çулта та тăван район  аталанăвĕшĕн  пĕр-пĕрне ăнланса, пĕр тĕллевпе тăрăшса ĕçлесчĕ.

Пурне те çирĕп сывлăх, ĕçре ăнăçу сунатпăр, ĕмĕтленнĕ ĕмĕтĕрсем  çитсех пыччăр. 2021 çул сирĕншĕн кашниншĕнех телейлĕ пултăр.

Район пуçлăхĕ – депутатсен районти

 Пухăвĕн председателĕ                                               И.В. Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                Р.Н. Тимофеев.



30 декабря 2020
09:25
Поделиться
;