Моргаушский муниципальный округ

Поздравление Главы района - Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Днем Конституции Российской Федерации

Поздравление Главы района - Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Днем Конституции Российской Федерации

Хаклă ентешсем!

Сире пурне те Раççей Федерацийĕн Конституцийĕн кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

Конституци - пирĕн çĕршывăн тĕп саккунĕ. Вăл пирĕн  Раççейĕн патшалăх тытăмне, обществăри йĕркелĕхе çирĕплетме пулăшать, граждансен прависемпе ирĕкĕсене хÿтĕлет.

Пирĕн çĕршывăмăрăн пуласлăхĕ пирĕнтен хамăртан килет. Эпир хамăрăн ĕç вырăнĕнче чунтан тăрăшса ĕçлесен, ÿсĕмсем те пулĕç. Вара хамăрăн район кăна мар, республика, çĕршывăмăр та  вăйлансах, пуянлансах, çирĕпленсех  пырĕ.  Эппин, малашне те пĕр-пĕринпе килĕштерсе, пĕр тĕллевлĕн  ĕçлесчĕ. Тĕрĕслĕх пуриншĕн те малти вырăнта пултăр.  Пирĕнтен кашниех патшалăх хăйне хÿтĕленине, пулăшнине туйса тăтăр.

Пурне те сире çирĕп сывлăх, телейлĕ вăрăм кунçул сунатпăр.

 

Район пуçлăхĕ – депутатсен районти

 Пухăвĕн председателĕ                                              И.В. Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                Р.Н. Тимофеев



11 декабря 2020
10:36
Поделиться
;