Тупăш илме тыррăн хăй хаклăхне чакармалла

Тупăш илме тыррăн хăй хаклăхне чакармалла

 Çулталăк вĕçленсе пынă май аграрисем ĕçе-хĕле пĕтĕмлетеççĕ, умри çул-йĕре палăртаççĕ. Муркаш районĕнчи Е.Андреев ячĕллĕ хуçалăх ĕçченĕсемшĕн мĕнле иртсе пырать-ши вăл? Лару-тăрупа тĕплĕнрех Виталий Семенов ертÿçĕ паллаштарать.

 Ÿсен-тăран та услам кÿрет

— Виталий Иосифович, чĕпсене кĕркунне шутлаççĕ тенĕ. Çулталăк вĕçленсе пынă май кăтартусене пĕтĕмлетме те вăхăт.

— Аграрисемшĕн чăннипех ăнăçлă, тухăçлă çулталăк пулчĕ. Çĕр ĕçченĕсене пысăк тухăç илме условисем туса пачĕ: кĕрхи культурăсем хĕл аван каçрĕç, çуркунне çанталăк ăшă, çумăрлă тăнăран хăвăрт аталанса вăй илчĕç. Кăçал кĕркунне те типĕ килчĕ, вырмана вăхăтра вĕçлеме чăрмантармарĕ темелле. Эпир уй-хир ĕçĕсене сентябрь уйăхĕчченех вĕçлерĕмĕр. Хире икĕ «Агрос-550» комбайнпа Димитрипе Алексей Порфирьевсем тухрĕç. Хĕрÿ тапхăрта иртен пуçласа каçченех «сарă ылтăн» вырнă, ахаль ларни пулман. Уйран тырă типĕ кĕнине пăхмасăр çийĕнчех тасатса типĕтнĕ, сортланă. Типĕтменни упранă май нÿрелме пултарать. Пахалăхĕ чаксан сутма кансĕр.

Пÿлме «сарă ылтăнпа» тулнăран чун та савăнать. Пĕр пин гектар çинчен 3 пин тонна ытла тĕш тырă пуçтарса илтĕмĕр. Ку пĕлтĕрхипе танлаштарсан 1 пин тонна нумайрах. Гектар пуçне вăтамран 30 центнер ытла тухрĕ.

— Чĕр тавара туса илме кăна мар, ăна тупăшлă вырнаçтарма та пĕлмелле.

— Эпир тыр-пула кĕркуннех сутма тытăннă. Хальхи вăхăтра тухăçăн 60 процентне вырнаçтарнă ĕнтĕ. Паха чĕр тавар Ярославль, Кострома облаçĕсене, Мари Эла, ытти çĕре ăсанать. Тырра тĕрĕслеттернĕ хыççăн клейковина, белок шайĕ пысăк пулни палăрчĕ. Виçĕ хутчен сортласа тасатнăран çÿп-çап çук, типĕ. Çавăнпа хапăлласах туянаççĕ. Çакă хуçалăхра вăй хуракансен ĕçне хакланиех. Халĕ те туянас текен нумай, анчах ыттине Çĕнĕ çул хыççăн сутасшăн. Хальхи вăхăтра кĕрхи тулă 1 кг — 10-12, çурхи урпа 10 тенкĕ. Хаксем тăкака саплаштарма та, таса тупăш илме те çитеççĕ. Çулталăкĕпех тырă сутни çынсене ĕçпе, шалупа тивĕçтерме май парать.

— Хуçалăх çулсерен пĕрчĕллĕ культура кăна туса илни мĕнпе çыхăннă? Тулăпа урпа çеç çитĕнтернипе хуçалăха аталантарма пулать-ши?

— Эпир кĕрхи тулăпа çурхи урпа кăна çитĕнтеретпĕр. Çакă ял хуçалăхĕнчи хаксем таканари шыв пек вылянса тăнипе те çыхăннă. Кăçал пысăк тупăш кÿнĕ чĕр тавар çитес çул сутăнмасан та пултарать. Хак хыççăн хăваласа çитереймĕн. Тулăпа урпана туянакан тупăнатех. Унсăр пуçне çулсерен 10 гектар донник йышăнать.

Пĕлсе ĕçлесен тырăран та пысăк тупăш илме, аталанма пулать. Чи малтан чĕр таварăн хăй хаклăхне чакармалла. Хуçалăхра энерги ресурсне перекетлекен технологипе усă курма тăрăшатпăр. Пирĕн пулăхлă çĕр 1500 гектар ытларах. Çав шутра çурхи урпапа кĕрхи тулă 500-шер гектар йышăнаççĕ, ытти — хура пусăпа нумай çул ÿсекен курăксем. Урпа пуçтарса кĕртнĕ хыççăн лаптăкра яланах хура пусă хăваратпăр. Çĕр кун пек канать, тăпра пулăхĕ ÿсет. Лаптăка çум курăк пусса илес-рен çăвĕпех кăпкалататпăр. Кĕркунне вара унта кĕрхи тулă акатпăр.

— Эсир Е.Андреев ячĕллĕ хуçалăха йывăр тапхăрта ертсе пыма тытăннă. Мĕнле майпа ăна йывăрлăхран туртса кăларма, халăх шанăçне кĕме пултартăр?

— Ачаранах ял хуçалăхĕнче ĕçлесе ÿснĕ эпĕ. Каярах Е.Андреев ячĕллĕ хуçалăха водителе вырнаçрăм. Çĕршывĕпе палăрса тăнă хуçалăх арканас патне çитни пăшăрхантаратчĕ. 2007 çулта Шупашкарта фермера вĕренсе тухнă хыççăн председателе суйларĕç. Хăраса тенĕн ĕçе тытăнтăм. Хуçалăхăн парăмĕ, тăкакĕ пысăкчĕ. Хут çинче вун- вун техника, уншăн налук туллин тÿлеççĕ. Анчах йĕркеллĕ ĕçлекенни çук е тахçанах сутнă. Актсем çырса пăрахăçларăмăр, усă курма юрăхсăррисене тимĕр-тăмăра ăсатрăмăр. Раççей ял хуçалăх банкĕ пулăшнипе çĕнĕ техника илтĕмĕр. Хуçалăхăн кивĕ çурчĕсене сÿтрĕмĕр. Майĕпен управсем тума, пурлăхпа техника базине çĕнетме тытăнтăмăр. 2010 çул уйрăмах йывăр тиврĕ. Шăрăха пула акнă тырă шăтмарĕ. Лаптăка каллех «шуратса» хăвартăмăр, тухăç та япăх пулчĕ. Çапах тытăнса юлтăмăр. Тепĕр çулхине тырă ăнса пулсан тинех сывлăш çавăрса ятăмăр.

Тăкаксене чакарма, тухăçа хăпартма çĕр ĕçне çĕнĕлле йĕркелерĕмĕр, тарăн сухалама пăрахрăмăр. Пенза тăрăхĕнчи пĕр хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕпе паллашни те çакна тума хавхалантарчĕ. Унта уй-хирте удобренипе, хими хутăшĕпе усă курмаççĕ пулин те пысăк тухăç илеççĕ. Муркаш районĕнче йывăр, тăмлă çĕр. Çĕрĕк тăприн шайĕ — 2,7. Елчĕк тăрăхĕнчех вăл 6 ытларах. Пирĕн патăмăрта çĕре тарăн сухаласан тăм кăна тухать. Тăпран пулăхлă сийне упрамашкăн çиелтен кăпкалатни те çителĕклĕ. Кĕркунне улăма вĕтетсе лаптăкра сапалатпăр, гектар пуçне 15 кг удобрени хывса тăпрапа хутăштаратпăр. 2-3 эрнерен лаптăка тепĕр хутчен кăпкалататпăр. Кун пек туни çум курăка пĕтерет, çĕр пахалăхĕ лайăхланать. Çуркунне нÿрĕк тытмашкăн сÿрелетпĕр, культиваци туса акатпăр.

Çĕр ĕçне улăштарнă хыççăн тăкак палăрмаллах чакрĕ. 2006 çулта хуçалăхра гектар пуçне 11 центнер тырă пуçтарса кĕртнĕ. Ун чухне удобрени сахал мар хывнă, им-çамланă, сухаланă, культиваци тунă. Тепле тăкаклансан та пысăк тухăç илеймен. Пÿлмене пурĕ 768 тонна тырă кăна хывнă. Вăл выльăх-чĕрлĕхе тăрантарма кайнă-тăр. Халĕ вара çак уй-хиртенех виçĕ хут нумайрах чĕр тавар пуçтарса кĕртетпĕр.

Хуçалăха ертсе пыма тытăнсан хире 7 çул удобрени, им-çам кăлармарăмăр. Гектар пуçне 30 центнертан кая мар тырă пуçтарса кĕртнĕ. Чăн та, юлашки вăхăтра çанталăк улшăннă май культура çинче чир- чĕр, сăтăрçăсем курăнма тытăнчĕç. Ирĕксĕрех мерăсем йышăнмалла. Çапах им-çампа, удобренипе сахалрах усă курма тăрăшатпăр.

Ĕçе-хĕле механизацилени те тăкаксене чакарать. Унччен тырă тиеме çын шыраса çÿрени те асрах-ха. Аптăранипе техника тара илтĕмĕр. Ку каллех хушма тăкак. Кун хыççăн çине тăрсах погрузчик туянтăмăр. Халĕ ĕçченсем йывăр михĕ çĕклесе нушаланмаççĕ. Пурнăç хăех улшăнма ыйтать. 2-3 çул каялла кăна-ха хуçалăхăн утçинче çирĕм ытла çын вăй хунă. Ятарлă техника хушăнсан пĕр механизатор та ĕлкĕрекен пулчĕ.

«Фермăна хавхаланса çÿреччĕр»

— Виталий Иосифович, Е.Андреев ячĕллĕ хуçалăх хăй вăхăтĕнче ăратлă выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнĕ, сутса пысăк тупăш илнĕ. Çак отрасле тепĕр хутчен чĕртсе тăратасси пирки шухăшламастăр-и?

— Унччен сыснапа ĕне фермисем те пулнă. Африка чуми сарăлнă май çĕршывра пĕчĕк сысна фермисенчен хăпма тытăнчĕç: вĕсенче хăрушсăрлăхпа тивĕçтерме йывăр-мĕн. Çак юхăм пире те пырса çапрĕ. Вăл вăхăтра сысна какайĕ йÿнĕпе сутăнатчĕ. Кивĕ витесенче тупăш йĕркеллĕ илеймен. Ферма хупăннă май сысна сутса тунă укçана йăлтах парăмсене татма ятăмăр. Йывăр çĕклемсĕр малалла утма, аталанма çăмăлланчĕ.

Ĕлĕкрех çынсене ĕçе çÿреме çывăх пултăр тесе фермăсене ялпа юнашар тума тăрăшнă. Самана ул-шăннă май хуçалăхра ĕçлекен сахалланчĕ, ĕне ферми пахча хыçĕнчех, çырмапа юнашар вырнаçни халăха тивĕçтерми пулчĕ. Çăхав хыççăн çăхав çырма тытăнчĕç. Йĕркеллĕ ĕçлекен фермăран ирĕксĕрех хăпма тиврĕ. «Малашне мĕнле аталанмалла, укçа тумалла?» — тесе малтанах самай пăшăрханнăччĕ. Телее, çак тапхăрта тырă хакланчĕ те тупăш илесси ÿсрĕ, укçа-тенкĕ йывăрлăхне кĕрсе ÿкмерĕмĕр. Çине тăрсах ÿсен- тăран отрасльне аталантартăмăр.

Çапах ĕмĕт-шухăш пысăк: ура çине çирĕп тăнă май выльăх-чĕрлĕх отрасльне те аталантарасшăн. Унчченхи йăнăша шута илсе ăна ялтан, çырма-çатраран аякка, такăр çул çывăхне тăвасшăн. Халăха ĕçе çÿреме çăмăл пултăр. Машинăсем валли чарăну вырăнĕ, выльăх пăхакансене выртса тăма общежити кирлĕ пулать. Фермăна çĕнĕ технологипе çĕклемелле, ĕçе-хĕле йăлтах механизацилемелле. Сĕт залĕ тумалла, ĕнесене кăкармасăр тăратмалла. Ĕçлеме, канма тивĕçлĕ условисем парсан кăна çынсем унта туртăнĕç.

Лариса НИКИТИНА.



07 декабря 2020
09:19
Поделиться