Алим ГРИГОРЬЕВ: Ячĕшĕн ĕçлесе ырă ята ямастпăр

Муркашри ăстасем хатĕрлесе кăларакан сĕтел- пукан республикипех саланать. Илемлĕ те çирĕп, шанчăклă сĕтел-пукан туянакансене килĕшет. Япаласене саккаспа, кашнин кăмăлне, сĕнĕвне шута илсе хатĕрлеççĕ. Алим Григорьев ертсе пынипе коллектив умри çулпа çирĕп утать, производствăна сарсах пырать, ĕç вырăнĕсем йĕркелет.

 Тĕп вырăнта — пахалăх

Муркаш салинче вырнаçнă пысăк мар цехра ĕç вĕресе тăрать. Павел Семенов, Вячеслав Чугунов тата ытти ăста тăрăшсах кăшкарлă /корпуслă/ сĕтел-пукан хатĕрлеççĕ.

— Саккас нумай, пурне те вăхăтра туса парасшăн. Кăçал çуркунне çĕршывра, республикăра коронавирус сарăлнине пула пĕр хушă ĕçлеймерĕмĕр. Клиентсен ыйтăвне çийĕнчех пурнăçлайманшăн пăшăрхантăмăр. Цех тепĕр хутчен хута кайсан çине тăрсах вăй хума тиврĕ, — пĕлтерчĕç вĕсем.

Саккас паракансен йышĕ хушăннă май ĕç калăпăшĕ те ÿснĕ. Çапах вĕсем кашни япалана тĕплĕ тума тăрăшаççĕ. «Ячĕшĕн ĕçлесе ырă ята ярас марччĕ», — теççĕ предприятире. Пысăк мар коллективра пуян опытлă çынсем вăй хураççĕ. Кашниех çак ĕçре вунă çул ытла тăрăшать. Юлашки вăхăтра кăшкарлă тата çемçе сĕтел-пукан тăвас ăсталăха çамрăксем те хаваспах алла илеççĕ, аслисенчен вĕренсе пыраççĕ. Шалăва вăхăтра, тивĕçлипе тÿлени, предприятин пултаруллă та хастар ертÿçи килĕшет яш-кĕрĕме.

Хуçине кура — хуçалăхĕ тенĕ. Алим Григорьев ĕç-хĕле пĕлсе йĕркелени, коллективпа пĕр чĕлхе тупма пултарни йывăр тапхăра пăхмасăр çитĕнÿсем тума пулăшать. Вăл 1995 çулта Шупашкарти Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă. Çамрăк специалист шкулта ачасене черчени, рисовани предмечĕсене ăса хывма пулăшнă.

— Ача-пăчапа ĕçлеме килĕшетчĕ. Анчах пурнăç улшăннă май шкултан кайма тиврĕ — унти шалу тивĕçтерми пулчĕ. 2000 çулсен пуçламăшĕнче çемçе сĕтел-пукан туса кăларакан предприятие ĕçе вырнаçрăм. Пайтаçă патĕнче бригадир-мастер пулса вăй хутăм. Аслă шкулта чертежсем тума, ÿкерме вĕренни çĕнĕ вырăнта пулăшса пычĕ, — терĕ Алим Анатольевич.

Уйрăм пайтаçă патĕнче 15 çул вăй хунă вăл. Çак тапхăрта çемçе сĕтел- пукан ăсталас ĕç вăрттăнлăхне алла илнĕ. Юлашки тапхăрта ĕçтешĕпе бизнеса пĕрле аталантарма тытăннă. Пĕр-пĕрне ăнланса та шанса вăй хунăран предприяти сулмаклă утăмпа малалла утнă.

— Лава пĕрле туртма çăмăлрах. Предприятие хам тĕллĕн ертсе пырасси пирки шухăшлама та пултарайман эпĕ. «Пурнăç — çĕр тĕрлĕ пăрăнăç», — тенĕ. Кĕтмен çĕртен юлташăм Мускава пурăнма куçма кăмăл турĕ. Производствăна йĕркелесе çитернĕ хыççăн аркатас килмерĕ курăнать, ăна мана шанса пачĕ. Темиçе çул пĕрле вăй хунă çынсене ĕçсĕр мĕнле хăварăн? Аркатма çур кун та çителĕклĕ. Тĕплĕ шухăшланă хыççăн ĕçе пикентĕм. Халĕ юлташăмпа оборудованисемшĕн майĕпен татăлса пыратăп, — паллаштарчĕ ĕçĕ-хĕлĕпе вăл. \

Унччен предприятире çемçе сĕтел-пукан кăна ăсталанă. Зал, кухня валли диван-кресло хатĕрленĕ. Паха тавар туянакансен кăмăлне кайнă. Виçĕ çул каялла вара халăх сĕнĕвне шута илсе кăшкарлă сĕтел- пукан туса кăларма тытăннă. Пĕр енчен, хальхи вăхăтра суту-илÿре мĕн кирли йăлтах пур темелле. Муркаш салинче те ку енĕпе виçĕ предприяти аталаннă. Ют çĕршывран та са-хал мар кÿрсе килеççĕ ăна. Рынокра конкуренци çивĕчленсех пырать. Нумайăшĕ хатĕр тавар туянас вырăнне уйрăм пайтаçăсем патне çул тытать, хăйсене килĕшнине туса пама ыйтать. Предприятире хака ытлашши хăпартса яманни, ăстасем ĕçе тĕплĕн пурнăçлани илĕртет вĕсене.

— Эпир хамăр таваршăн яваплă. Саккас йышăннă чухне клиентпа пулас тавара тĕплĕн сÿтсе яватпăр. Тĕсĕ, алăкĕ, фурнитура, çÿллĕш, хакĕ… — нимĕн те сиктерсе хăвармастпăр. Нумайăшĕ кăшкарлă е çемçе сĕтел-пукан туянас умĕн çемьере сÿтсе явать, палăртать. Пире хăйсен шухăш-кăмăлне пĕлтереççĕ. Хаклă тавара пĕр-ик кунлăх туянмастăн, вăл пурин кăмăлне те кайтăр. Иккĕленекенсене хамăр та суйласа илме пулăшатпăр. Клиентсем валли таварсен каталогĕ пур. Юлашки вăхăтра çынсем интернетпа анлă усă курма тытăнчĕç. Унта илемлĕ сĕтел-пукан асăрхасанах пирĕн пата васкаççĕ, туса пама ыйтаççĕ. Вĕсен кăмăлне хуçас килмест, килĕшетпĕр. Çĕнĕлĕх пире те кăсăклантарать. Ĕçе тытăниччен специалистсем вырăна çитсе виçеççĕ. Хатĕр тавара кайран хуçи патне çитерсе-вырнаçтарса параççĕ. Мĕн те пулин кăлтăк сиксе тухсан çийĕнчех тÿрлетеççĕ, — палăртрĕ Алим Анатольевич. — Çавăнпа çынсем пире шанаççĕ, килсех тăраççĕ.

Ĕçченсем кăшкарлă, çемçе сĕтел- пукана саккаспа кăна хатĕрленĕрен тавар тусанпа хупланса выртмасть. Вĕсем хисеп хыççăн хăваламаççĕ. Тĕп вырăнта — пахалăх. Предприятин Муркаш салинчи Гагарин урамĕнчи 2-мĕш çуртра лавкка-салон пур. Залра ăстасен алли витĕр тухнă диван- кресло, кухня, çывăрмалли тата кайри пÿлĕм, зал валли сĕтел-пукан ретĕн-ретĕн вырнаçтарнă. Пĕчĕккисем валли те суйламалăх пур: тетте хумалли шкап тата ыт.те. Хваттерти хĕсĕк пÿлĕмсене, ачасем çураласси ÿснине шута илсе икĕ хутлă краватьсем те хатĕрлеççĕ. Кашни япала куçа илĕртет, çурт-йĕре илемлĕрех те пуянрах тăвать. Вĕсем пурнăç ыйтăвне туллин тивĕçтереççĕ. Чаплăскерсене Муркаш тăрăхĕнче ăсталанине ĕненме те йывăр.

Лавкка-салонри Алина Егорова дизайнер-сутуçă кашни килекене ăшшăн кĕтсе илет, таварпа паллаш-тарать, саккассем йышăнать. Кунтах çемçе сĕтел-пукан тĕсне суйлама, мĕнле материалтан хатĕрленине тытса хаклама май пур. Кăмăла кайсан салонри сĕтел-пукана туянма та пулать.

«Сараппан радиовĕ» пулăшать

Муркаш тăрăхĕнчи «ылтăн алăллă» ăстасем пирки халăхра сарма «сараппан радиовĕ» пулăшать. Çынсемшĕн чи шанчăклă реклама шутланать вăл. Унччен тавар туяннисем татах çаврăнса çитеççĕ, кăмăла кайнă япаласене туса пама ыйтаççĕ. Вĕсене кура ыттисем те туртăнаççĕ. Сĕтел-пукан хатĕрличчен 1-1,5 уйăх кĕтме тивни те, хакĕ те хăратмасть.

Кăшкарлă, çемçе сĕтел-пукана тĕрлĕ материалтан хатĕрлеççĕ: ЛДСП, МДФ, пластик, сăрланă пла-стик тата ытти те. Предприятире ĕçре кирлĕ материалсене çирĕппине, лайăххине илме тăрăшаççĕ. Тавар пахалăхĕ унран нумай килет.

— Япăх материалтан тепле тăрăшсан та шанчăклă япала хатĕрлеме кансĕр. Хальхи вăхăтра паха таварпа кăна халăха илĕртме пулать. Сĕтел-пукана комплектлакан хатĕрсене те пĕлекен фирмăсенчен хаклине пăхмасăрах туянатпăр. Укçа перекетлеме хăтланни кайран хамăрах пырса тÿнклеттерет. Конкуренци çивĕч чухне ырă ята çухатма часах. Эпир вунă çул ытла тÿрĕ кăмăлпа ĕçлесе пынипе халăх шанăçне кĕме пултартăмăр, — палăртрĕ Алим Анатольевич. — Сĕтел-пукана хаклă е йÿнĕрех материалтан хатĕрленине пăхмасăр çирĕп фурнитурăпа кăна усă куратпăр. Çынсем пирĕн тавара илме тăрăшни савăнтарать, тăрăшарах ĕçлеме хистет.

Лариса НИКИТИНА



07 декабря 2020
09:22
Поделиться