Моргаушский муниципальный округ

Аннесем уяв кĕрекинче

Аннесем уяв кĕрекинче

Раççейре Анннесен уявне 1998-мĕш çултанпа ноябрь уйĕхĕн юлашки вырсарни кунĕнче паллӑ тума пуçланӑ. Çак йӑлана пӑхӑнса Москакасси культура Çуртĕнче те çулсеренех Аннесен уявне паллӑ туса ирттеретпĕр.ланах культура Çуртĕнче çак куна паллӑ тума самаях аннесенем пуçтарӑнатчĕç. Шел пулин те çак кирлĕ мар чир сарӑлнине пула нумай аннене йыхравлама май килмест. Кӑçал уяв кĕрекине тата çывӑхрарах пурӑнакан аннесене кӑна йыхравларӑмӑр. Çумлӑ кĕрекене Ахмане салинче пурӑнакан, нумаях пулмаст 75 çул тултарнӑ Александра Петровна Данилова тата Москакасси ялĕнче пурӑнакан аннесемпе культура ĕçченĕсем пуçтарӑнчĕç.

Малтанах вĕсене Г.Голубева А.В.Брагинан выставкипе паллаштарчĕ. Хӑваран авса çыхнӑ тĕрлĕрен япаласене хӑйсен аллисемпе тытса пӑхмасӑр ниепле те чӑтаймарĕç аннесем, тĕлĕнсе те хавхаланса пахаларĕç çак илемлĕ япаласене пӑхса. «Мĕн тери ылттӑн алӑллӑ маттур та пултаруллӑ тĕрлĕ енлĕ ĕçчен!»,-терĕç А.Брагинӑна.

Ун хыççӑн аннесем сцена умне вырнаçса ларчĕç. Г.Голубева пурне те аннесене уяв ячĕпе ӑшшӑн саламласа тав сӑмахĕ каларĕ. Çавӑн пекех районта пурӑнакан пур аннесемпе асаннесене Муркаш район администрацийĕн Р.Тимофеев пуçлӑхĕн тата депутатсен район Пухӑвĕн председателĕн И.Николаевӑн Уяв ячĕпе халалласа çырнӑ тав çырӑвне вуласа пачĕ.

Уяв кĕрекинче ларакан А.Данилова юбиляра сцена çине йыхравласа çак паллӑ кунпа тата Аннесен уявĕ ячĕпе саламласа, Хĕрарӑмсен канашĕ тата Ветерансен канашĕ ячĕпе тав çырӑвĕ тата парне парса чыс туса юрӑ саламĕ парнелерĕç.Залра ларакансенчен В.И.Беспалова та сӑмах илчĕ. Вӑл юбиляра чунтан саламласа юрӑпа саламларĕ.

Кун хыççӑн сӑмах-юмах çÿпçи уçӑлса кайрĕ. Хӑй вӑхӑтĕнче Александра Петровна «Передовик» ял хуçалӑхĕнче чылай вӑхӑт хушши уй-хир бригадин бригадирĕ, ун хыççӑн сысна фермин заведующийĕ пулса мĕн тивĕçлĕ канӑва тухичченех вӑй хунӑ. Кирек ӑçта ĕçленĕ пулсан та вӑл пуринпе те пĕр чĕлхе тупса чунне парса ĕçлени çинчен каласа пачĕ. Чӑнах та ертÿçĕ ĕçĕнче ĕçлеме çӑмӑлах мар çавӑ. Ēçленĕ çĕрте тĕрлĕрен пӑтӑрмах та сиксе тухма пултарать, анчах та вӑл çак пӑтӑрмахсене йĕркелесе, майлаштарса пыма тӑрӑшнӑ.  Залра ларакансем те Александра Петровна чӑннипех те ĕçре чуна парса ĕçлени çинчен çирĕплетсе, пĕрин хыççӑн тепри сӑмах илчĕç.

Юлашкинчен пурне те тепĕр хут уяв ячĕпе саламласа чӑваш юррисемпе хавхалантарчĕ Г.Голубева, Чӑваш тĕрри кунне халалласа тĕрленĕ парнесене пур аннене те парса хавхалантарчĕ.

Мĕн ĕлĕкрен уяв кĕрекине пуш алӑпа никам та кайман. А.Петровна юбиляр вара тĕлĕнмелле тутлӑ кукӑль пĕçерсе килнĕ. Çак тутлӑ кукӑле çавра сĕтел хушшине ларса вĕри чейпе астивмесĕр никам та тухса каймарĕ.

Питех те кӑмӑллӑ иртрĕ çак тĕл пулу. Çакӑн пек тĕл пулусем татах пулса иртессе шанчĕç уява килнĕ аннесем, культура Çуртĕнче вӑй хуракансене тав сӑмахĕ калама та манмарĕç.

 



01 декабря 2020
13:13
Поделиться
;