Моргаушский муниципальный округ

Поздравление Главы района - Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Днем матери

Поздравление Главы района - Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Днем матери

Хаклăран та хаклă аннесем, асаннесем, кукамайсем, ытарайми хĕрарăмсем!

 Сире пурне те Ача амăшĕн кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

Пирĕншĕн кашниншĕнех аннерен хакли никам та çук. Эсир ачăрсене пурнăç парнелетĕр, вĕсем чăн-чăн   çын пулса ÿсчĕр тесе хăвăртан килнине йăлтах тăватăр. Тавах сире эпир пĕчĕк чух куç хупман каçсемшĕн,  пире ырă ĕçсем тума, йывăрлăхсене çĕнтерме, умри тĕллевсене пурнăçлама вĕрентнĕшĕн. Эпир сирĕн умăрта ĕмĕр татайми парăмра.

Тавах сире, аннемĕрсем, эсир пурришĕн, юратнăшăн, каçарнăшăн, ăнланнăшăн пире, тавах пурнăç çулĕ çине кăларнăшăн пире.

Урăх çынсен ачисене пурăнма илнĕ çемьесене паян  уйрăммăн тав тăвас килет, Тавах сире çав айăпăр чунсемшĕн тăван амăшĕ пулса тăнăшăн, ытарайми ырă кăмăлăршăн.

 Пирĕн çĕршывра ачаллă çемьесене пысăк тимлĕх уйраççĕ. Вĕсене паракан çăмăллăхсем çулсеренех хушăнса пыни те çакăн çинченех калать.

Пирĕн вара хамăрăн аннесене ăш сăмах калама, пулăшма, ватлăхра вĕсен хÿтти пулма манас марччĕ.  Çакă –чи кирли:пирĕншĕн те, вĕсемшĕн те.

Сире пурне те çирĕп сывлăх, телейлĕ вăрăм кунçул сунатпăр. Ĕçĕрсем ăнсах пыччăр. Ачăрсем вара яланах савăнтарччăр. Сăн-питĕртен нихăçан та йăл кулă ан çухалтăр.

Район пуçлăхĕ – депутатсен районти

 Пухăвĕн председателĕ                                               И.В. Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                 Р.Н. Тимофеев



27 ноября 2020
16:57
Поделиться
;