Моргаушский муниципальный округ

Поздравление Главы района - Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Днем чувашской вышивки

Поздравление Главы района - Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Днем чувашской вышивки

Муркаш районĕн хисеплĕ çыннисем!

Паян эпир  пĕрремĕш хут чăваш тĕррин кунне паллă тăватпăр. Сире пурне те çав ятпа чун-чĕререн саламлатпăр.

 Çак уяв чăваш халăх культурине сыхласа хăварса, ăна малалла аталантарас ĕçре, çитĕнекен ăрăва хамăр аттесемпе асаттесен ырă йăли-йĕркине тĕпе хурса воспитани парас  ĕçре витĕмлĕ вырăн йышăнать.

Тĕрĕ чăваш халăхĕшĕн  мĕн  авалтанах çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă. Чăваш тĕрринче- хамăр халăх историйĕ, унăн мăнаçлăхĕ, ăс-хакăлĕ. Çак  пуянлăха  паянхи çамрăксем  ăша хывса, ăна малалла аталантарни вара çав тери савăнтарать.

Чăвашсем мĕн ĕлĕкех ĕçре те, уявра та пĕрле пулнă.Çак кун пире пурне те пĕрле пулсан кирек епле ыйтăва татса пама çăмăлраххи çинчен те аса илтерет. Çĕр пин юрăллă, çĕр пин тĕрĕллĕ Чăваш Енте малалла та пĕр тĕллевпе аслă та мăнаçлă çĕршывăмăр татах та вăйлăрах пултăр тесе пĕрлех тăрăшар.  

Пурсăра та çирĕп сывлăх, телейлĕ вăрăм кунçул сунатпăр.  

Район пуçлăхĕ – депутатсен районти

 Пухăвĕн председателĕ                                               И.В. Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                 Р.Н. Тимофеев.



26 ноября 2020
08:35
Поделиться
;