Моргаушский муниципальный округ

Пулас салтаксемпе тĕлпулу ирттерчĕç

Пулас салтаксемпе тĕлпулу ирттерчĕç

Раççей президенчĕн указĕпе Раççĕйре призывниксен кунне 1992 çулта ноябрĕн 15-мĕшĕнче туса ирттерме çирĕплетнĕ.

Çак указпа килĕшÿллĕн Москакасси культура Çуртĕнче ноябрĕн 14-мĕшĕнче пулас салтаксемпе тата çар службинче чылай вӑхӑт хушши хӑйсен тивĕçĕсене пурнӑçланӑ аслӑ çар çыннисемпе тĕл пулу туса ирттерчĕç.

Малтанах çамрӑксемпе Москакасси ял тӑрӑхĕнчи Муркаш тата Элĕк районĕсен çар комиссарианчĕн инспекторĕ Татьяна Владиславовна Матвеева çар службине каиччен мĕнле документсем хатĕрлесси пирки кĕскен каласа ӑнлантарчĕ.  Çавӑн пекех вӑл Москакасси ял тӑрӑхĕнчен çар службинче контрактпа тата аслӑ пĕлÿ илсе çар службинче чылай çул хушши Раççее сыхлакан салтаксене чысласа презентаци туса хатĕрленĕ.

Пулас салтаксене валли, Москакасси бибиотекарĕ Л.В.Ванюшкина, хĕсметре паттӑрлӑх кӑтартнӑ Чӑваш Республикин паттӑр салтакĕсем çинчен кĕнеке выставкине йĕркеленĕ.     

Культура Çуртне Москакасси ял тӑрӑхĕнче пурӑнакан çамрӑксем тата сумлӑ хӑнасем пуçтарӑнчĕç.

Малтанах пуçтарӑннӑ çамрӑксене, хӑнасене культура Çурчĕн ертÿçи Г.Голубева саламлӑ сӑвӑ йĕркисемпе тав турĕ.

Мӑрсак ялĕнче пурӑнакан Кольцов Василий Федоровичпа (шел пулин те паянхи кун пурнӑçран уйӑрӑлса кайнӑ) Людмила Михайловна виçĕ маттур та пултаруллӑ каччӑ пӑхса çитĕнтернĕ: Владимир, Валерий тата Виталий. Çак маттур каччӑсем виççĕшĕ те Псков хулинче çар службинче чылай вӑхӑт хушши хӑйсен тивĕçĕсене пурнӑçланӑ. Владимирпа Валерий паянхи кун тивĕçлĕ канура. Виталий вара хӑйĕн тивĕçне малалла пурнӑçлать.

Çак маттур каччӑсенчен пĕри Псков хулинче аслӑ çар службинче чылай çул хӑйĕн тивĕçне пурнӑçланӑ, темиçе хутччен вӑрçӑ хирĕнче пулса курнӑ, тĕрлĕрен тав çырӑвĕсемпе медальсене тивĕçнĕ гварди капитанне Владимир Васильевич Кольцова сӑмах пачĕç. В.Кольцов çамрӑксене хӑйĕн биографийĕпе паллаштарчĕ, çара кайма çамрӑксен мĕнле пулмалли çинчен каласа ӑнлантарчĕ. Уйрӑмах спортпа туслӑ. çирĕп вӑй-халлӑ пулмалли çинчен каларĕ. Чӑваш каччисене пур çĕрте те çар службине хаваспах йышӑнни çинчен пĕлтерчĕ.  Хӑй паянхи кун Шупашкарта Кадетсен корпусĕнче вӑй хуни тата   унта кĕмелли условисем çинчен каласа ӑнлантарчĕ. Çамрӑксем панӑ ыйтусем çине хаваспах хуравларĕ.

«Хальхи вӑхӑтра çар службине контрактпа та малалла тӑсма пулать»,-тесе пĕлтерчĕ Мӑрсакӑн маттур каччи.

Çавӑн пекех Москакасси ял тӑрӑхĕн Ветерансен канашĕн ертÿçи Николай Витальевич Потрякова сӑмах пачĕç. Вӑл хӑйĕн çар службине Германинче пурнӑçлани çинчен тĕплĕн каласа пачĕ.

Пулас салтаксене сцена çине улӑхтарса салтакра мĕнле пулмаллине тĕрĕслерĕç, викторина туса ирттерчĕç. 

Çамрӑксем çак тĕл пулупа питех те кӑмӑллӑ юлчĕç. Кашни çамрӑк çак   тĕл пулуран хӑйне валли тĕрĕс çул суйласа илессе шансах тӑратпӑр.

Юлашкинчен сумлӑ хӑнасене Уйкас Хачӑкра пурӑнакан Анна Васильевна Брагина хӑваран çыхнӑ ал ĕçĕсене асӑнмалӑх парнелерĕç, артистсем илемлĕ юрӑсемпе савӑнтарчĕç.

Çак тĕл пулӑва йĕркеленĕшĕн тав сӑмахĕсем каласа, малашне те  тĕл пулусене килесси çинчен пĕлтерчĕç хаклӑ хӑнасем.

16 ноября 2020
11:47
Поделиться
;