Моргаушский муниципальный округ

"Кӗмӗл сасӑ-2020" конкурс ҫӗнтерӳҫисем паллӑ

"Кӗмӗл сасӑ-2020" конкурс ҫӗнтерӳҫисем паллӑ

Чӑваш наци конгресӗ йӗркеленипе, Чӑваш Республикин культура министерстви пулӑшнипе чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗнче Раҫҫей шайӗнчи чӑваш юррин "Кӗмӗл сасӑ-2020" фестиваль-конкурсӗ иртрӗ.

Ӑна хальхинче коронавирус чирӗнчен сыхланмалли мелсене усӑ курса йӗркелерӗҫ.

Йыхрава йышӑнса Пушкӑр, Тутарстан, Чӗмпӗр, Питӗр хулипе Ленинград облаҫӗ, Тюмень тӑрӑхӗнчи тата Чӑваш Енри юрӑ ӑстисем килчӗҫ.

Жюри пайташӗсем хальхинче чӑннипех те юрлама ӑста, илемлӗ те уҫӑ саслӑ чӑваш яш-кӗрӗмӗ пуҫтарӑннине палӑртрӗҫ. Чи маттур юрӑҫа суйлама ҫӑмӑлах пулмарӗ вӗсене.

Гран-прие Пушкӑртран килнӗ чӑваш пики Анастасия Иванова тивӗҫрӗ. Ӑна ЧНК президенчӗ Николай Угаслов тухья парнелерӗ тата конгресӑн ыркӑмӑллӑх фончӗн ертӳҫи Павел Вязов 15 пин укҫа парса хавхалантарчӗ.

Пӗрремӗш вырӑна Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчен килнӗ Кристина Никитина ҫӗнсе илчӗ, ЧНК Президиумӗн пайташӗнчен, Юрий Зорин депутатран хаклӑ парне илчӗ.

Иккӗмӗш сумлӑ вырӑна Ленинград тӑрӑхӗнчи чӑвашсен представительне Роман Арсентьева пачӗҫ. Вӑл та хаклӑ парнене тата иккӗмӗш степеньлӗ диплома тивӗҫрӗ.

Виҫҫӗмӗш вырӑна вара иккӗн пайларӗҫ. Вӗсем Элӗк каччи Сергей Иванов тата Тутарстан пики Валерия Юманова.

Ушкӑнпа юрлакансенчен пӗрремӗш вырӑна Ҫӗнӗ Шупашкарти "Шевле" ансамбль, иккӗмӗшне Муркаш районӗнчен килнӗ Илемпи Ивановӑпа Алена Дмитриева дуэчӗ тухрӗҫ.



16 ноября 2020
10:12
Поделиться
;