Поздравление Главы района - Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Днем сотрудника органов внутренних дел
Шалти ĕçсен органĕсен хисеплĕ ĕçченĕсем тата çак ĕçĕн ветеранĕсем!
Сире пурне те хăвăрăн професси уявĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.
Кашни кунах эсир саккунлăхпа йĕркелĕхе, граждансен прависене, вĕсен пурнăçĕпе пурлăхне хÿтĕлетĕр. Кирек епле йывăр лару-тăрура та çынсем сирĕнтен пулăшу ыйтаççĕ. Эсир вара вĕсене инкек-синкекрен хăтаратăр, обществăлла йĕркелĕхе сыхлатăр.
Районти лару-тăру лăпкă пуласси те, çавăн пекех çынсем малашлăха шанчăклăн пăхасси те сирĕнтен нумай килет. Преступленисен шучĕ чактăр, вĕсене уçса парас тесе кунне-çĕрне пĕлмесĕр тимлетĕр. Профилактика ĕçне те сахал мар туса ирттеретĕр. Тавах сире хăвăрăн тивĕçĕре чун-чĕре хушнă пек пурнăçланăшăн.
Пурне те сире çирĕп сывлăх, телейлĕ те вăрăм кунçул сунатпăр. Ĕçĕрсем малашне те ăнсах пыччăр. Çемьере те ялан килĕшÿ пултăр.
Район пуçлăхĕ – депутатсен районти
Пухăвĕн председателĕ И.В. Николаев.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Н. Тимофеев.