Поздравление Главы района - Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Днем народного единства
Хаклă ентешĕмĕрсем!
Сире пурне те Халăх пĕрлĕхĕн кунĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.
Çак кун эпир хамăрăн çĕршыв историне куç умне кăларатпăр. Шăпах халăх пĕрле пулса, Раççее сыхласа хăварнă. Çак уяв пирĕн халăхăн патриотизм туйăмĕ иксĕлми пулнине, вăл çĕршыва чунтан юратнине, килĕшÿпе пĕрлĕхре мĕн тери пысăк вăй пулнине кăтартса парать.
Паян те пурте пĕрле тăрăшса ĕçленĕрен çĕршывăмăр аталанса çирĕпленсе пырать. Тĕслĕхсем шырама та аякка каймалла мар. Шăпах пурте пĕр шухăшлă пулнăран, кашни хăй ĕç вырăнĕнче çине тăрса ĕçленĕрен кăçал та тухăçлă тырпул туса илтĕмĕр, çулсемпе çуртсене, социаллă сфера объекчĕсене юсарăмăр. Яланхи пекех ĕçре те, канура та пĕрле эпир.
Малашне те çапла пур ыйтăва та пĕр шухăшлă пулса пĕрлех татса парасчĕ, пĕр-пĕрне ăнланса, хисеплесе пурăнасчĕ, пĕр тĕллевлĕн ĕçлесчĕ. Кун пек чухне кирек епле йывăрлăха та çĕнтерме пулать. Вара хамăр район та, Чăваш Ен те, аслă та мăнаçлă çĕршывăмăр та татах та вăйлăрах, мăнаçлăрах пулĕ.
Пурне те сире çирĕп сывлăх, телей, вăрăм кунçул сунатпăр.
Район пуçлăхĕ – депутатсен районти
Пухăвĕн председателĕ И.В. Николаев.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Н. Тимофеев.