105 çула çитме турри сывлӑхне патӑр
Москакасси ялĕнче Симĕс урамра 8-мĕш çуртра 3-мĕш хутра пурӑнакан Неонила Степановна Белова паян 104 çул тултарчĕ. Çак паллӑ кунпа ӑна саламлама хӑйĕн юратнӑ ачисем, мӑнукĕсемпе кĕçĕн мӑнукĕсем тата хӑнасем пĕрин хыççӑн тепри килсе çитрĕç. Сĕтел çине тутлӑ апат-çимĕçне, хӑйĕн юратнӑ 80 çула кайнӑ аслӑ хĕрĕ Римма, çĕрĕпе çывӑрмасӑрах хатĕрленĕ. Килнĕ хӑнасене кĕреке хушшине лартса, тутлӑ апат-çимĕçпе сӑйламасӑр нихӑçан та кӑларса ямаççĕ кил хуçисем.
Эпир те, культура ĕçченĕсем, Неонила Степановнана çуралнӑ кун ячĕпе саламлама çитсе килтĕммĕр. Хапӑл тусах кĕтсе илчĕç пире амӑшĕпе хĕрĕ. Н.Степановнан куçĕсем япӑхрах кураççĕ пулин те пире сасӑрах тÿрех палласа илчĕ. Эпир ӑна çак паллӑ кунпа чĕререн тухакан ӑшӑ сӑмахсемпе саламларӑмӑр. Малашнехи пурнӑçра çирĕппĕн утма сывлӑх та телей сунса тав çырӑвĕпе парне парса чысларӑмӑр, пĕр çаврӑм юрӑ юрласа унӑн кӑмӑлне уçрӑмӑр.
«105 çулхи юбилеях кĕтсе илесчĕ-ха. Ун чухне Раççей президенте В.В.Путина хӑнана чĕнесчĕ-ха!»,-тесе шÿтлерĕ ватӑ асанне. Эпир те ӑна çак çула çитме сывлӑх сунтӑмӑр. Тĕлнмелле асанне, паянхи кун та вӑл илмлĕн калаçма та, шÿтлеме те пултарать.
Каяс умĕн тепĕр хутччен ӑшшӑн саламласа уйрӑлтӑмӑр çак ырӑ та ӑшӑ кӑмӑллӑ кил хуçисем патĕнчен. 105 çула çитме чӑннипех те вӑй-халĕ çитсе пытӑрччĕ унӑн.