Моргаушский муниципальный округ

Асамлӑ тĕрĕ тĕнчи

Асамлӑ тĕрĕ тĕнчи

Чӑваш Республикин пуçлӑхĕн О.А. Николаев указĕпе килĕшÿллĕн, чӑваш тĕррин кунне çулсеренех ноябрĕн 26-мĕшнче туса ирттерме палӑртнӑ. Çак куна ахальтен мар туса ирттересси çинче чарӑнса тӑнӑ. Чӑваш тĕррине упраса хӑварас, асаннесем мĕн ĕмĕртен чӑваш тĕррине ламран лама тĕрлесе упраса хӑварассишĕн тӑрӑшнӑ. Çак ĕçе малалла пирĕн çамрӑк ӑрӑва вĕрентсе, чӑваш тĕррине упраса хӑварма тӑрӑшмалли çинче чарӑнса тӑнӑ О.Николаев.  

Пирĕн Муркаш районĕнче те ӑстаçӑсем сахал мар. Акӑ Муркашри тури чӑвашсен музейĕнче методист пулса вӑй хуракан Валентина Васильена Андреева çак ĕçе ачасене вĕртсе пырать. 

Москакасси культура Çурчĕн ĕçченĕсем Чӑваш тĕрри кунне кĕтсе илме ятарласа программа хатĕрлерĕç. Октябрĕн 23-мĕшĕнче Москакасси вӑтам шкулĕнче 5-6 классенче вĕренекен хĕрачасемпе чӑваш тĕррин вӑрттӑнлӑхне уçса пама   В.А.Андреевана йыхравларӑмӑр, вӑл çак тĕлпулӑва хаваспах килме килĕшрĕ. Библиотекӑна 14 хĕрача тата икĕ вĕрентекен О.Н.Стлояровапа О.В.Поркина килсе çитрĕç. Вĕсем çавра сĕтел хушшине ларса тухсан, В.Васильевна хĕрачасене тĕр тĕрлемелли ĕç хатĕрĕсем парса тухрĕ. Малтанах вӑл чӑваш тĕррин эрешĕ, асамлӑхĕ пирки кĕскен каласа пачĕ, унтан пĕрремĕш сиктерÿллĕ çĕвĕ, шыв юххи тата ытти çӑмӑлтарах тĕрĕсене тĕрлеме хӑнӑхтарса пычĕ. Хĕрачасем хаваспах вĕренсе пычĕç çак ĕçсене туса пыма. Эпир те культура ĕçченĕсем вĕрентекенсемпе ачасемпе пĕрле тĕрлеме вĕренсе пытӑмӑр. Чӑнах та чӑваш тĕррин вӑртӑнлӑхĕ питех те кӑсӑклӑ та интереслĕ. Сехет çурӑ хушшинче ачасем чылайӑшĕ çак ĕçе тирпейлĕн тума вĕренчĕç. Хӑйсене чӑваш тĕррин асамлӑхĕпе паллаштарнӑшӑн, В.Андреева ӑстаçӑна, чунтанах тав турĕç.

Шкула каиччен ачасем библиотекӑран çĕнĕ кĕнекесем çырӑнса илчĕç. Черетлĕ тĕл пулӑва хаваспах килесси пирки каласа хӑварчĕç уйрӑлас умĕн Москакасси вӑтам шкулĕнче вĕренекенĕсемпе вĕрентекенсем.

Çак тĕл пулу чӑннипех те усӑллӑ иртрĕ.



27 октября 2020
10:58
Поделиться
;