Моргаушский муниципальный округ

Поздравление Главы района - Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева,и.о. главы администрации района А.Н. Матросова с Днем работников дорожного хозяйства

Поздравление Главы района - Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева,и.о. главы администрации района А.Н. Матросова с Днем работников дорожного хозяйства

Çул-йĕр отраслĕнче вăй хуракансемпе çак ĕçĕн ветеранĕсем!

 Сире пурне те хăвăрăн професси уявĕпе чун-чĕререн саламлатпăр. Çулсем туни, юсани, вĕсене кирлĕ шайра тытса тăни районăн экономика аталанăвĕпе социаллă пурнăçĕнче çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ.  Çакă пирĕн района ытти районсемпе, регионсемпе ĕçлĕ тата туслă çыхăнусем тытма май панипе пĕрлех ял çыннин пурнăç шайĕ хăпарса пынине çинчен те калать.

Кăçал çулсем юсама, тытса тăма районта пурĕ 47,3 млн. тенке яхăн укçа-тенкĕ пăхса хăварнă. Район çавăн  ку енĕпе «Хăрушлăхсăр тата пахалахлă автомобиль çулĕсем» наци проекчĕпе пуçарулăх бюджечĕн программине те активлă хутшăнать.

Сирĕн ĕç çăмăл мар. Çул çинче çÿрекенсен пурнăçĕ эсир хăвăрăн тивĕçĕре мĕнле пурнăçланипе тÿрремĕнех çыхăннă. Тавах сире тăрăшуллă ĕçшĕн.

Сире малашне те хăвăрăн ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлама, районти  çулсем пахалăхлă шайра пулччăр тесе  чунтан тăрăшса ĕçлеме ырă сунатпăр.

Сывлăхăр çирĕп, кунçулăр вăрăм та телейлĕ пултăр. Çемьере юратупа килĕшÿ хуçалантăр.

Район пуçлăхĕ – депутатсен

районти Пухăвĕн председателĕ                                   И.В. Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн

тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ                                           А.Н. Матросов.



15 октября 2020
16:47
Поделиться
;