Моргаушский муниципальный округ

Поздравление Главы района - Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева, и.о. главы администрации района А.Н. Матросова с Днем работника сельского хозяйства и перерабатывающей промышленности

Поздравление Главы района - Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева, и.о. главы администрации района А.Н. Матросова с Днем работника сельского хозяйства и перерабатывающей промышленности

Хисеплĕ ял хуçалăх ĕçченĕсем, çак ĕçĕн ветеранĕсем!

Хаклă çыннăмăрсем!

 

Сире Ял хуçалăх ĕçченĕсен тата апат-çимĕç тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен кунĕпе ăшшăн саламлатпăр.

Çĕр ĕçченĕн профессийĕ мĕн авалтанах хисепре пулнă. Ку вăл паян та çаплах.  Патшалăх  хресчене, ял çыннине паракан пулăшусемпе  çăмăллăхсен  йышĕ ÿссе пыни те çакăн çинченех калать.  

Шăпах кунне-çĕрне пĕлмесĕр ырми-канми вăй хуракан ял хуçалăх ĕçченĕ çĕршыв тĕрекĕ пулса тăрать. Эсир тăрăшса ĕçленĕрен  ял хуçалăх  культурисем тухăçпа савăнтараççĕ, пирĕн сĕтел  çинчен  вара  нихăçан та кăпăшка çăкăр, сĕт-турăх, аш-какай тата ытти çимĕç татăлмасть. Тавах сире пархатарлă ĕçшĕн.

Кăçал та ял ĕçченĕсем тухăçлă тырпул, çĕрулми туса илчĕç, выльăх апатне çителĕклĕ хатĕрлесе хăварчĕç. Халĕ пахчаçимĕç пуçтарса кĕртес ĕç малалла пырать.

Умра  тата пысăк тĕллев - обществăлла выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă хĕл каçарасси, аш-какай, сĕт туса илессине ÿстересси.

. Сире пурне те çирĕп сывлăх, телейлĕ вăрăм кунçул сунатпăр. Малашне те ĕçĕрсем ăнса пыччăр. Çемйĕрсенче вара яланах  килĕшÿ, юрату, тату пурнăç пултăр.

Район пуçлăхĕ – депутатсен

районти Пухăвĕн председателĕ                                      И.В. Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн

тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ                                               А.Н. Матросов



08 октября 2020
16:52
Поделиться
;