Моргаушский муниципальный округ

Пурнӑç урапи кӑлтӑр-кӑлтӑр кустӑр-и

Пурнӑç урапи кӑлтӑр-кӑлтӑр кустӑр-и

Аслӑ ӑрури çынсем тивĕçлĕ канӑва тухсан, хӑйсене хисеп те чыс тунине питех те кӑмӑллаççĕ.

Кӑçалхи çул çак тивĕçе тивĕçлĕ шайра туса ирттерме май килмерĕ. Ēнерхи кун кӑçалхи сумлӑ юбилярсене килĕрен тав çырӑвĕсемпе парнесем парса тухрĕç культура ĕçченĕсем. Паян Москакасси культура Çуртĕнчи ĕçченсем пĕчĕк ушкӑнпа та пулин уява туса ирттерме пултарчĕç. Культура Çуртне йыхравсем ямасӑрах 9 çын пуçтарӑнчĕ. Вĕсене залра уйрӑмшарӑн лартса тухрĕç. Уява Сергей Николаев илемлĕ юрӑпа уçрĕ. Г.Голубева ертÿçĕ хисепе тивĕçлĕ сумлӑ аслӑ ӑрури çынсене уяв ячĕпе пĕтĕм чунтан ӑшшӑн саламларĕ. Малашне те çирĕп сылӑхпа пурӑнма телей те ӑнӑçу сунчĕ. Пурнӑç урапи яланах кӑлтӑр-кӑлтӑр кустӑр тесе илемлĕ чӑваш юррине парнелерĕ.

Пуçтарӑннисем хушшинче çут тĕнчене 70 çул каялла килнĕ сумлӑ юбиляр Валентина Ивановна Волкова хӑйĕн мӑшӑрĕпе Геннадий Георгиевичпа пулчĕç. В. Волкована хĕрарӑмсен тата ветерансен канашĕ ячĕпе тав çырӑвĕ тата асӑнмалӑх парне парса чысларĕç культура ĕçченĕсем. Юбиляра сывлӑх тата вӑрӑм кун-çул сунса, С.Николаев илемлĕ юрӑ парнелерĕ. Тав тунӑшӑн тата илемлĕ юрӑшӑн юбиляр тав сӑмахĕ каларĕ, пуçтарӑннисене пурне те малашнехи пурнӑçра телей сунчĕ. Кӑçал Аслӑ Çĕнтерÿ кунĕ 75 çул тултарнине халалласа «Солдаты мира» сӑвва куççулĕ тухмалла каласа пачĕ. Пурте ӑна ку сӑвӑшӑн тав турĕç. Çавӑн пекех Софья Никитична Ершова та пурне те уяв ячĕпе ӑшшӑн саламласа çирĕп сывлӑхпа пурӑнма телей те ӑнӑçу сунчĕ. «Передовик» ял-хуçӑлӑхĕнче нумай çул хушши вӑй хунӑ, уй-хир ĕçченĕсен бригадирĕ Раиса Григорьевна Осипова тата бригадӑра 72 çулчченех вӑй хунӑ Вера Арсентьевна Бирюкова та уяв ячĕпе пухӑннисене саламларĕç, кĕскен ял - хуçалӑхĕнче хӑйсен вӑхӑтĕнче мĕнле ĕçлесе пыни çинчен каласа пачĕç.

Юлашкинчен залра ларакансемпе пĕрле «Тӑванлӑх юррине» шӑрантарчĕç культура ĕçченĕсем. Питех те кӑмӑллӑ иртрĕ уяв. Илемлĕ юрӑсем парнеленĕшĕн чунтан тав сӑмахĕсем каласа, хуллен килĕсене саланчĕс сумлӑ çынсем.

Сӑн ÿкерчĕк çинче:

Москакасси ялĕнчи Симĕс урамра пурӑнакан чи аслӑ та сумлӑ асаннесем: Елена Васильевна Иванова-100 çула кайнӑ тата çак уйӑхра 104 çул тултаракан Неонила Степановна Белова.



01 октября 2020
15:32
Поделиться
;