Моргаушский муниципальный округ

Поздравление Главы района - Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева,и.о. главы администрации района А.Н. Матросова с Днем учителя

Поздравление Главы района - Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева,и.о. главы администрации района А.Н. Матросова с Днем учителя

Хаклă учительсем, педагогика ĕçченĕсем тата çак ĕçĕн ветеранĕсем!

Сире пурне те професси уявĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

Эсир ачасем тарăн пĕлÿ илччĕр, пур енлĕн аталанса ÿсчĕр тесе  хăвăртан килнине йăлтах тăватăр. Вĕсем хăйсен пултарулăхне кура професси суйласа илччĕр, чăн-чăн çын пулса ÿсчĕр тесе те тăрăшатăр. Мĕн пĕчĕкренех  йывăрлăхсене çĕнтерме  вĕрентетĕр, ырă ĕçсем тума хăнăхтаратăр, вĕсене яланах ырă сĕнÿсемпе пулăшатăр. Тавах сире тăрăшуллă ĕçшĕн.

Малалла та эсир хăвăр тивĕçĕре чун-чĕре хушнă пек пурнăçласси пирки эпир пĕрре те иккĕленместпĕр. Çакна валли те, ачасене тарăн пĕлÿ илме  те районта мĕнпур условисене туса пама тăрăшатпăр.

Пурне те сире  çирĕп сывлăх, телейлĕ те вăрăм кунçул сунатпăр. Ачасем сире яланах юратчăр, хăйсен çитĕнĕвĕсемпе савăнтарччăр, ĕçĕрсем малалла та ăнсах пыччăр.

Район пуçлăхĕ – депутатсен районти

 Пухăвĕн председателĕ                                               И.В. Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене

вăхăтлăх пурнăçлаканĕ                                               А.Н. Матросов.



01 октября 2020
15:46
Поделиться
;