Моргаушский муниципальный округ

Поздравление Главы района - Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева, и.о. главы администрации района А.Н. Матросова с Днем воспитателя и всех дошкольных работников

Поздравление Главы района - Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева, и.о. главы администрации района А.Н. Матросова с Днем воспитателя и всех дошкольных работников

Хисеплĕ воспитательсем, шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденийĕсенче ĕçлекенсем, çак ĕçĕн ветеранĕсем!

 

Сире пурне те хăвăрăн професси кунĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

Ачалăх кашни çыншăн  - чи телейлĕ те асран кайми вăхăт. Шăпах çак вăхăтра  ача çĕннине вĕренсе аталанса пырать. Эсир вĕсене тăван тавралăха упрама, тăван çĕршыва юратма, аслисене хисеплеме, туслăха упрама,  пĕр-пĕрне пулăшма, ырă ĕçсем тума вĕрентетĕр. Кашни ача пултарулăхне асăрхаса, ăна малалла аталантарма пулăшатăр. Тавах сире хăвăрăн ĕçĕре чун-чĕре хушнă пек пурнăçланăшăн, иксĕлми ырă кăмăлăршăн, кашни ачашăн ашшĕ-амăшĕ вырăнĕнче пулнишĕн.

Районта ачасене пур енлĕн аталанса ÿсме тивĕçлĕ условисем туса парас  тесе сахал мар ĕç туса  ирттеретпĕр:ача сачĕсене  юсаса хăт кĕртетпĕр, вĕсенче ăшă пултăр тесе çĕнĕ йышши котельнăйсем тăватпăр. Ку ĕç малалла пырать.   

Сире пурне те çирĕп сывлăх, телейлĕ вăрăм кунçул,  ĕçре ăнăçу.  сунатпăр. 

 Район пуçлăхĕ – депутатсен районти

 Пухăвĕн председателĕ                               И.В. Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн

 тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан             А.Н. Матросов.                                                     



25 сентября 2020
17:23
Поделиться
;