Моргаушский муниципальный округ

Поздравление Главы района - Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Днем знаний

Поздравление Главы района - Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Днем знаний

Хисеплĕ вĕрентекенсем, шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденийĕсенче ĕçлекенсем, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем, вĕренекенсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем!

Сире пурне те çывхарса килекен çĕнĕ вĕренÿ çулĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

Сентябрĕн 1-мĕшĕ -  пирĕншĕн пуриншĕн те пысăк уяв. Çак кун пирĕнтен кашниех  шкулта вĕреннĕ çулсене  аса илет, ачасемпе мăнуксене шкула ăсатать. Çак кун пирĕн районта пурĕ 3279  ача парта хушшине ларать. Çав шутран 332-шĕшĕн  шкул шăнкăравĕ пĕрремĕш хут янăрать.. Эсир вĕсем тарăн пĕлÿ илччĕр, пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илччĕр, чăн-чăн çын пулса ÿсчĕр  тесе хăвăртан килнине йăлтах тăватăр. Тавах сире çакăншăн.

Районта вара ачасем вĕренсе воспитани илме тивĕçлĕ условисем пулччăр тесе сахал мар ĕç туса ирттеретпĕр. Кăçал вĕрентÿ учрежденийĕсене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлеме пурĕ тĕрлĕ шайри бюджетран 38 млн. тенкĕ ытла укçа-тенкĕ уйăрнă, çав шутран вырăнти бюджетран  -14 млн. тенкĕ. Пĕтĕмĕшле  район бюджечĕн ытларах пайĕ çулсеренех  шăпах вĕрентÿ системине аталантарма каять.

Кăçал Нискассипе  Сосновка шкулĕсен  спортзалĕсене тĕплĕн юсарăмăр. Ильинка шкулне модуллĕ котельнăй  çине куçарассипе ĕçсем пыраççĕ. «Солнышко» ача сачĕ те тĕплĕ юсав ĕçĕсем хыççăн хăйĕн сăн-сăпатне улăштарĕ. Района 3 çĕнĕ шкул автобусĕ килчĕ.

Вĕрентекенсемпе воспитательсене пурне те тăрăшуллă ĕçшĕн тав тăватпăр. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче эсир умма лартнă задачăсене пурнăçласса шанатпăр.  Сире  ачасем анлă тавракурăмлă, чăн-чăн çын пулса ÿсчĕр тесе çине тăрса ĕçлеме ăнăçу  сунатпăр.

Ашшĕ-амăшĕсем те хăйсен ывăл-хĕрĕсем телейлĕ пулччăр тесе хăйсенчен килнине йăлтах тăвасса шанас килет.

Ачасене вара тăрăшса вĕренме, обществăлла ĕçсенче  хастар, спортпа туслă пулма ырă сунатпăр. Çитĕнсе çитсен, хăвăр килĕштернĕ профессие алла илсе, юратнă ĕçре вăй хумалла  пултăр.

Пурсăра та çирĕп сывлăхлă, телейлĕ вăрăм  кунçул сунатпăр. Ĕмĕтленнĕ ĕмĕтĕрсем çитсе пыччăр.

Район пуçлăхĕ – депутатсен районти

 Пухăвĕн председателĕ                                              И.В. Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                Р.Н. Тимофеев.



27 августа 2020
18:20
Поделиться
;