Моргаушский муниципальный округ

Поздравление Главы района - Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Днем физкультурника

Хаклă спортсменсем, тренерсем, физкультурăпа спорт юхăмĕн ветеранĕсем, спорта юратакансем!

Сире пурне те Физкультурник кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

Çак кун  пирĕншĕн пуриншĕн те уяв. Мĕншĕн тесен спорта юратни, унпа туслă пулни пире сывлăха çирĕплетме, вăрăм ĕмĕрлĕ пулма пулăшать. Сывлăхлă çын вара ĕçре те пултаруллă, ÿсĕм хыççăн ÿсĕм тăвать. Апла пулсан район та вăйлăрах та пуянрах пулать.

Паян сывă пурнăç йĕркипе пурăнакансен, спорта юратакансен йышĕ ÿссех пыни пире савăнтарать. Тавах сире çитĕнекен ăрăва мĕн пĕчĕкрен спорта юратма вĕрентнĕшĕн, çынсене ытларах та ытларах спорт ăмăртăвĕсене явăçтарнăшăн.

Пирĕн районта çулсеренех спорт ăмăртăвĕсем йышлă иртеççĕ. Спортăн тĕрлĕ тĕсĕсем аталанаççĕ. Спортра çитĕнÿсем тăвакансен йышĕ те çулсеренех нумайланса пырать.  Коронавирус инфекцийĕпе çыхăннă лару- тăру иртсе кайсан, ку енĕпе тата та ытларах çитĕнÿсем тăвасса шанас килет.

Пурне те сире çирĕп сывлăх, вăрăм кунçул, телей сунатпăр.

 Район пуçлăхĕ – депутатсен районти

 Пухăвĕн председателĕ                                               И.В. Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                 Р.Н. Тимофеев.



06 августа 2020
18:05
Поделиться
;