Моргаушский муниципальный округ

Асăрханулăх! Шывра 8-ăн вилнĕ

Асăрханулăх!  Шывра  8-ăн вилнĕ

Çанталăк шăрăх тăнине кура  шыв хĕррине çынсем ытларах туртăннине  куратпăр. Шыва кĕрекен нумайланнипе танах шывра путса вилекен те йышланчĕ.  Муркаш район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, çак тапхăр тĕлне район территорийĕнче 8 çын путса вилнине регистрациленĕ, вăл шутра пĕр ача.  

Июнĕн 7-мĕшĕнче ир-ирех Кăпас плотининче пулă тытакан  çамрăк арçыннăн пурнăçĕ татăлнă.  Каярах çав кунхине, çав плотинăра татах тепĕр çамрăк çын путса вилнĕ. Ăна куракансем пулнă, анчах та çăлма май килмен.

Июлĕн 7-мĕшĕнче  вăхăт каç еннелле сулăнсан Мăн Шетмĕ шывĕнче пĕр çамрăкăн кун-çулĕ татăлнă. Куракансем каланă тăрăх, вăл плотина патĕнчи труба çине улăхнă та шыва сикнĕ, çиеле тек тухайман. Çав кунхине кăнтăр вăхăчĕ иртсен Муркаш ялĕ çывăхĕнчи уйри пĕвере  арçын путса вилнĕ, виллине тепĕр кунхине тупнă. Куракансем каланă тăрăх, утă çинче ĕçленĕ хыççăн çынсем  шыв хĕрринче каннă, пĕри - путни - унта пĕчченех çăвăнма юлнă пулнă.

Июлĕн 9-мĕшнче кăнтăр вăхăчĕ иртсен Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕнчи  Шупуç ялĕ çывăхĕнчи  плотинăра çамрăках мар çын путса вилнĕ.   

Июлĕн 10-мĕшĕнче вăхăт каç еннелле сулăнсан Шупашкар хулинче пурăнакан арçын Анаткас Хачăк ялĕ çывăхĕнчи шывра путнă, виллине тепĕр кунхине тупнă.

Июлĕн 11-мĕшĕнче каçхи сакăр сехет иртсен Шупашкар хулинче  пурăнакан пĕр  арçын Ильинка ялĕ çывăхĕнчи шывра путса вилнĕ.

Пĕтĕмĕшле илсен, кашни факчĕ эрехпе çыхăннă. Ĕçмен çыннăн та шывра питĕ асăрхануллă пулмалла, ĕçнĕ çыннăн вара шыва кĕресси пирки пачах та шухăшламалла мар. Ун пек чухне кĕлетке çемçелет, çăмăлттайлăх ÿсет, харпăр хăйне çирĕплĕхре тытасси чакать, çитменнине çан-çурăм тарлă пулма пулма пултарать. Кĕлеткене уçăлтарас тесе тарлă шăм-шакпа шыва кĕни пысăк хăрушлăхпа çыхăннă, шăнăр туртса лартать. Ĕçнĕ çыншăн тинĕс те чĕркуççи таран тесе ахальтен каламан. Çÿлерех асăннă фактсем кашни çынна шухăшлаттармалла. Çавăн пекех пĕччен шыва кĕме кайни те  хăрушлăхпа çыхăнма пултарассине пĕлсе тăмалла. Ушкăнпа, лайăх пĕлнĕ çынсемпе тата лайăх пĕлнĕ вырăнта кăна шыв кĕмелле.



20 июля 2020
13:31
Поделиться
;