Чи пахи, чи тутли.
Муркаш районĕнче çулсерен Пыл уявĕ вун-вун утарçа, хăна-вĕрлене пуçтарать. Кăçал вăл саккăрмĕш хут иртрĕ.
Кун пек праçник сиплĕ çимĕçе хаклама, халăхраа сывă пурнăç йĕркине сарма пулăшать. Çĕр ĕçченĕсен кăна мар, утарçăсен те хĕрÿ тапхăр пырать. Вĕсем те тăрăшсах пыл юхтараççĕ. Çапах уява çитме, конкурса хутшăнма вăхăт тупнă.
- Республикăри утарçăсем çулталăкра 1 пин кг яхăн пыл, 45 тонна ăвăс, 2,5 тонна прополис туса илеççĕ, - пĕлтерчĕ «Хурт-хăмăр агентстви» пĕрлешĕвĕн ертÿçи Геннадий Максимов.
Уявра «Чи паха пыл» конкурса петĕмлетрĕç. Çĕнтерÿçĕ ята Василий Яковлев (Йÿçкасси ял тăрăхĕ) тивĕçрĕ. Унăн çимĕçĕ чи тутли, чи лаăххи тесе йышăнчĕç. Иккĕмĕш вырăнта – Ираида Михайлова (Хорнуй ял тăрăхĕ), виççĕмĕшĕнче – Алекснадр Григорьев (Катькас ял тăрăхĕ). Çĕнтерÿçĕсне парнесем, дипломсем парса хавхалангтарчĕç.