Деклараци пухать инспекци
Федерацин налук службин республикăри управленийĕ 2015 çулхи деклараци кампанийĕн пирвайхи уйăхне пĕтĕмлетнĕ. Февралĕн 1-мĕшĕ тĕлне налук органĕсем уйрăм çынсенчен 10,8 пин ытла деклараци йышăннă.
Çакă пĕлтĕрхи январьти кăтартуран 6,4% нумайрах. 1-10 млн тенкĕ тупăш илни çинчен 237 декларант /2014 çулта - 230/ пĕлтернĕ, пĕр çыннăн тупăшĕ 10 млн тенкĕрен те иртнĕ.
ФНС управленийĕ хăйсен тупăшне декларацилеме тивĕç çынсен çак ĕçе кăçалхи апрелĕн 30-мĕшĕнчен кая юлмасăр пурнăçламаллине аса илтерет. Налук тÿлекенсен çак категорине уйрăм предпринимательсем, нотариуссем, адвокатсем, уйрăм практикăпа ĕçлекен ытти çын, арбитраж управляющийĕсем, уйрăм çынсенчен тупăш илекен репетиторсем, тренерсем, кил-тĕрĕшри ĕçсене пурнăçлакансем кĕреççĕ. Тата, паллах, уйрăм çынсем - хăйсен харпăрлăхĕнче 3 çултан каярах шутланнă пурлăхне /сăмахран, хваттер, автомобиль/ сутса, пурлăхне арендăна парса, лотерейăпа, казинора, тĕрлĕ конкурса хутшăнса, тотализатор тата букмекер кантурĕсенче тупăш илнисем, çемье членĕ е çывăх тăван шутланман çынран парне шучĕпе пурлăх илнисем, налук агенчĕ маларах налук тытса юлманнисем. Çакна та палăртмалла: «вычет» текен налук çăмăллăхне илмелли право çинчен çынсем çулталăк тăршшĕпех пĕлтерме пултараççĕ.
Налук декларацийĕн бланкне хăвăр пурăнакан вырăнти налук органĕнче тÿлевсĕр е налук службин сайтĕнчен кăларса илме май пур. Асăннă сайта «Деклараци-2014» программа вырнаçтарнă, налук отчетне хатĕрленĕ чух унпа усă курма меллĕ.
К.НИКОЛАЕВ